Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ача кĕтекен студенткăсене — курăмлă пулăшу

Ача кĕтекен студенткăсене — курăмлă пулăшу

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

2025 çултан тытăнса Чăваш Енре ачаллă çемьесене пулăшу памалли пĕтĕм тĕп меле пĕрлештерекен «Çемье» наци проекчĕ хута кайрĕ.

Çураласлăх шайне ỹстересси — пĕтĕм халăхăн тĕп тĕллевĕ тата программа тухăçлăхĕн шута илмелли тĕп кăтартăвĕ. 2023 çулта эпир регионăн çураласлăха ỹстермелли тата ачаллă çемьесене пулăшмалли программине йышăнса хăвартăмăр. Ку енĕпе тумалли ĕçе хăйсен кирлĕлĕхне кăтартса панă пулăшу мелĕсене аталантарса та, çĕнĕ пулăшу мелĕсене йышăнса та малалла тăсмалла тесе шутлатăп.

Сăмахран, çитес виçĕ çулта тата 9 хĕрарăм консультацийĕ йĕркелемелле. Республикăри перинаталь центрне тата Шупашкарти хулари 1-мĕш клиника больницине çĕнетмелле. Тин çуралнă ачасем валли куллен кирлĕ япаласене проката тỹлевсĕр паракан пунктсем уçмалла тата 3 çула çитичченхи ỹсĕмри ачасене кĕске вăхăтлăха пăхса усрамалли тата пăхса тăмалли ушкăнсем туса хумалла. Студентсен çемйисем, ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕ те наука ĕçченĕсем шутланакан çемьесем валли хушма пулăшу майĕсем туса хатĕрлемелле.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2025 çулта янă Çыруран.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе регионта çамрăк ашшĕ-амăшне пулăшас, çуратаслăха ỹстерес тĕллевпе тĕрлĕ мерăсем пурнăçланаççĕ. Кăçалтан республикăри йывăр çын студенткăсем 100 пин тенкĕ тỹлеве тивĕçеççĕ. Пулăшу мерипе «Çемье» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2027 çулхи декабрь 31-мĕшĕччен учета тăнă е тăракан, Раççей Федерацийĕн гражданинĕ шутланакан, Чăваш Республикинче пурăнса унти вĕренỹ учрежденийĕсенче куçăн майпа пĕлỹ илекен студенткăсем усă курĕç. 1 хутчен паракан тỹлев варти пепке тĕвĕленни 12 эрнене çитсен куçать. Çакна тума пурăнакан вырăнти социаллă хỹтлĕх пайне çитмелле. Пепке кĕтекен студенткăсем укçан пулăшăва алла илме пуçланă та ĕнтĕ. Финанс пулăшăвне хĕрарăмăн укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне пăхмасăрах параççĕ. Укçа-тенкĕпе пулас амăшĕ хăйне кирлĕ пек усă курма пултарать — кулленхи тăкаксене саплаштарĕ-и е медицина пулăшăвĕсемшĕн тỹлĕ, ача çуралнă хыççăн ун валли кирлĕ япаласем илĕ… — хăйĕнчен килет. Çамрăк ашшĕ-амăшĕшĕн çак пулăшу мери аван тĕрев, çемье никĕсне çирĕплетмелли пулăшу пулни пирки вара иккĕленмелли çук.

Сăмах май, студентка 2027 çул вĕçлениччен тепĕр ача та çуратас терĕ пулсан, учета тăнă хыççăн асăннă тỹлевпе тепĕр хут та усă курма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code