Халăха пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва вăхăтлă та пахалăхлă татса парас тĕллевпе Чăваш Республикин прокуратурин ĕçченĕсем граждансемпе час-часах тĕл пулаççĕ.
2017 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче 15 сехетре Чăваш Республикин Наци библиотекин акт залĕнче (Шупашкар хули, Ленин урамĕ, 15-мĕш çурт) прокуратура ĕçченĕсем халăхпа «Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанă чух саккуна пăхăнасси» темăпа право сехечĕ ирттереççĕ. Унта прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн, «Раççей юрисчĕсен пĕрлĕхĕ» ОООн представителĕсем, Наци библиотекин работникĕсем хутшăнаççĕ. Асăннă тĕл пулăва кăмăл тăвакан кашни çын хутшăнма пултарать.
Чăваш Республикин Прокуратури.