Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ярмăрккă йыхравлать

Ярмăрккă йыхравлать

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче — районта ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявланă кун — Елчĕкри почтамт çурчĕ умĕнче яланхиллех вырăнти хуçалăхсенче туса илнĕ продукцисене сутассипе ярмăрккă иртет.

Çавна май халăх çак кун районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, уйрăм çынсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсем (пахча çимĕç, аш-какай, тĕш тырă, юр-вар, пыл тата ытти те) туянма пултарать.

Вырăнта туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕсен хакĕсем те, лавккасенче сутаканнисемпе танлаштарсан, йỹнĕрех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code