Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хирти тырă мар, кĕлетри тырă савăнтарать

Хирти тырă мар, кĕлетри тырă савăнтарать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура кулленхи кирлĕ ыйтусене сỹтсе явнă.

Унтан та маларах — ирхине 6 сехет çурăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов муниципаллă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттерчĕ. Çанталăк условийĕсене пула кăçал вырма ĕçĕсем кая юлнине кура уй-хирти ĕçсене пурнăçлас ыйту çак вăхăтченех çивĕч тăчĕ. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне, йывăрпа пулин те, республика уй-хирĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмине пухса кĕртес ĕçе вĕçленĕ. Малтанхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх пĕтĕмĕшле илсен 728,3 пин тонна (2016 çулта — 644,7 пин тонна пулнă) тыр-пул пухса кĕртнĕ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 27,0 центнерпа танлашнă. Республикăри муниципаллă 21 районăн ĕç-хĕлне тишкерес пулсан, тыр-пул туса илессипе Елчĕк районĕ ытти çулсенчи пекех чи малти. Çапла майпа пирĕн районти уй-хир ĕçченĕсем черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр пỹлмесене пурĕ 67300 тонна, 1 гектар пуçне шутласан 31,8 центнер ытла тĕш тырă пухса кĕртме пултарнипе тивĕçлипе савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур.

Республикипе илсен 141,7 пин тонна (вăтам тухăç — 223,6 центнер) çĕрулми, 1011 гектар çинчен 16,1 пин тонна пахча çимĕç (вăтам тухăç — 182,3 центнер) пухса кĕртнĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов палăртнă тăрăх юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне районĕпе илсен 20130 гектар (91,5 процент) çинче кĕрхи çĕртме ĕçĕсене пурнăçланă.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кукурузăпа сахăр кăшманне, хĕвелçаврăнăша пухса кĕртессинчи йывăрлăхсем çинчен чарăнса тăчĕ. Çакăн пек «çăпан», пытармалли çук, пирĕн районта та пур. «Прогресс» АХОпа Ленин ячĕллĕ ЯХПК тата Лаш Таяпари М.Иванов фермер 448 гектар çинче çитĕнтернĕ хĕвелçаврăнăша хăçан пухса кĕртĕç? Çанталăк условийĕсене пула вăл сентябрь уйăхĕнче тин чечеке ларчĕ, октябрь уйăхĕнче те сарă чечекпех кĕтĕмĕр. Апла пулсан, хĕвелçаврăнăша çĕнĕ çулчченех пуçтарса кĕртмелле пулмĕ-и?

…Николай Петрович Миллин иртнĕ эрнекун Вăрнарти аш-какай комбиначĕн 60 çулхи юбилейне хутшăнма тỹр килнипе усă курса унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Самана сулăнкĕсене пăхмасăр аш-какая тирпейлесе хатĕрлессипе ĕçлекен çак предприяти шав малалла аталанать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă пекех: хальхи вăхăтра вăл ура çинче çирĕп тăракан, регион, çĕршыв шайĕнчи паллă, чи лайăх предприяти, урăхла каласан, Чăваш Республикин визитлă карточки пулса тăнă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ Малтикас тăрăхĕнче çĕклесе лартнă 500 ĕне вырнаçакан комплекса та çак кун савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Кăтартусем ỹссе пынине кура кунта ĕне выльăхсен хисепне тата ỹстерме палăртаççĕ. Малашлăхра ĕне выльăхсен йышне 2500 пуçа çитерме палăртаççĕ.

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче районта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявне ирттерме палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ăна çỹллĕ шайра йĕркелесси пирки те уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертỹçи Оксана Такмакова санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарни те тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума хистет. Мĕншĕн тесен çынсем ВИЧ-инфекципе, туберкулезпа чирленин тĕслĕхĕсене çулран çул ытларах тупса палăртаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра республика территорийĕнче пурăнакан 246 çын (çав шутран Елчĕк районĕнче 6 тĕслĕх) чирлĕ пулнине тупса палăртнă. Çак хăрушă чирсене хирĕç пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле. Апла пулсан, халăх хушшинче пулса ăнлантару ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пымалла, профилактика мероприятийĕсене пурнăçламалла.

«Манăн документсем» нумай функциллĕ центр директорĕ Людмила Викторова патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтерессин ĕç-хĕлне 9 уйăхри отчетлă тапхăрта мĕнле йĕркелесе пыни çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code