Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лару-тăру çивĕч, тимлĕхе ÿстермелле

Лару-тăру çивĕч, тимлĕхе ÿстермелле

Пурте илтетпĕр, вулатпăр, çĕршывра çĕнĕ коронавирус чирĕ лăпланма шутламасть. Чăваш Енре те ку енĕпе лару-тăру çивĕч. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен иртекен канашлура хăрушсăрлăх мерисене пурнăçлани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут аса илтернĕ. Çавăнпах вăл сыхлăх правилисене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăн ĕçне хастарлатма сĕннĕ.

Инфекци ернисен шучĕ юлашки кунсенче республикăра та 50 ытла çын хушăнса пынă. Çапах тăнăçлăх пурри сисĕнет. Апла пулсан та алă усма юрамасть.

Олег Николаев муниципалитетсен влаçĕсене общество вырăнĕсене дезинфекцилес енĕпе ытларах ĕçлемеллине чĕнсе каланă. Республикăна килекен çынсем тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстермелле – вĕсене явăçтарса мероприятисем ирттерме юрамасть.

Районта та мобильлĕ ушкăнсем суту-илÿ объекчĕсене çитсе тĕрĕслевсем ирттереççĕ, тавар туянакансем маска режимне мĕнле пăхăннипе кăсăкланаççĕ. Çак кунсенче ятарлă ушкăн 15 суту-илÿ лавккинче пулнă. Сутуçăсемпе тавар туянакансем маска тăхăннă, дистанцие пăхăнаççĕ, алăсене антисептиксемпе тасатаççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр лавккана кĕнĕ çĕрте дезинфекциленĕ кавирсем çуккине палăртнă, профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ.

Хамăрăн сывлăха упрасси тĕп вырăнта пулнине самантлăха та манар мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code