Суббота, Сентябрь 19, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ăсталăха — ачасене

Ăсталăха — ачасене

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Альбина Николаевна Теренина ачасене тăван чĕлхепе литература предметне вĕрентет. Вĕренекенсем хамăрăн атте-анне чĕлхин илемне туйччăр, чăваш литературинчи паллă çынсен произведенийĕсене ăса хывччăр тесе нумай тимлет вăл. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 13 çул.

Марина Аркадьевна Меметова шкулта ĕçлеме пуçлани 27 çул иртрĕ. Вăл ИЗО тата технологи предмечĕсене ертсе пырать. Çав вăхăтрах вăл директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ те. Икĕ çул директор тилхепине тытса пычĕ.

Тăрăшуллă учительсене кăçал професси уявĕнче наградăсем парса чыс турĕç. Альбина Николаевна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Марина Аркадьевна профсоюз ĕçĕнче хастар пулнăшăн Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе наука работникĕсен профсоюзĕн Чăваш рескомĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Теренинăпа М.Меметова.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code