Воскресенье, Ноябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Елчĕк штангисчĕсем пĕрремĕш

Елчĕк штангисчĕсем пĕрремĕш

Вăрнар поселокĕнче 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсем республикăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Унта сакăр команда хутшăннă.

Ăмăртура Александр Портнов тата Виталий Марков тренерсен воспитанникĕсем пысăк çитĕнỹсем тунă. 53 кг виçере Алина Панкратова (Кивĕ Эйпеç) икĕ енлĕ кĕрешỹре 150 кг йăтса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă.

Хăйсен виçисенче Полина Андреева (Кавал), Алексей Панкратов (Кивĕ Эйпеç), Дмитрий Перцев (Питтĕпел), Андрей Портнов (Аслă Пăла Тимеш), Артур Никонов (Çĕнĕ Пăва), Артур Сахров (Кивĕ Эйпеç), Александр Ильин (Кивĕ Эйпеç) пĕрремĕш, Александр Овчинников (Аслă Пăла Тимеш), Александр Абрамов (Кивĕ Эйпеç), Николай Смирнов (Кивĕ Эйпеç) иккĕмĕш, Марина Антонова (Елчĕк), Елена Андреева (Тĕмер), Сергей Воробьев, Вадим Воробьев (Питтĕпел), Антон Смирнов (Курнавăш) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Команда пухмачне Азамат Абдулхалиров, Михаил Дмитриев (Аслă Пăла Тимеш), Владимир Семенов (Кивĕ Эйпеç), Алексей Александров (Кавал) паха очкосем кỹнĕ.

Елчĕк район команди пĕрремĕш вырăна тухнă. Шупашкарпа Патăрьел район командисем призерсен йышне кĕнĕ.

(Район администрацийĕн сайтĕнчен).

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code