Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наци вăйĕ — халăх пĕрлĕхĕнче

Наци вăйĕ — халăх пĕрлĕхĕнче

Иртнĕ шăматкун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн вуннăмĕш Аслă Пухăвĕ иртрĕ. Паллă самантсемпе çыхăннă вăл: шăпах 100 çул каялла чăваш халăхĕн пĕрремĕш Аслă Пухăвĕ пулнă, 25 çул каялла Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ.

ЧНК Аслă Пухăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем хутшăнчĕç.

Чăваш наци конгресĕ — пурнăç хистенипе туса хунă общество организацийĕ. Вăл чăваш халăхĕн пултаруллă та ăста çыннисене пĕрлештерсе тăрать, тăван халăхăн чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тата малалла аталантарас тесе тăрăшать. Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе çыхăнăва аталантарас тесе те нумай ĕç туса ирттерет. Çавăн пекех конгресс республикăри тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр тесе тимлет.

Çакна палăртмалла, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев маларах регионсенчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертỹçисене Правительство çуртĕнче йышăннă.

Конгресăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн президенчĕ Николай Угаслов доклад турĕ. ЧНК тăрăшнăран Чăваш Акатуйĕ тăван республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те çỹллĕ шайра иртет. Мускавран Крыма çитнĕ. Кăçал Байкал кỹлли хĕрринче чăваш кĕвви-çемми янăранă. «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики», «Халăх тумĕ» фестиваль-конкурссем, чăваш кĕрешĕвĕ… йăлана кĕнĕ.

Тухса калаçакансем пурнăçламалли тĕллевсем, вĕренỹ ĕçĕнче тăван чĕлхене тивĕçлĕ вырăна хурасси, тĕнчери халăхсемпе, Атăлпа Урал хушшинчи кỹршĕсемпе çыхăнса ĕçлессине тата çирĕплетмелли çинчен чарăнса тăчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тытса пыракан патшалăх политикинчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулнине палăртрĕ:

— Наци вăйĕ — халăх пĕрлĕхĕнче. Вăл çук пулсан пире нимĕнле тĕллев те пулăшас, çăлас çук. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем çине тăнипе республикăра кăна мар, регионсенчи йăхташсем те çыхăнусене çирĕплетсе, туслăха вăйлатса пыраççĕ. Малалла та çаплах пултăр.

Кăçалхи Аслă Пухăва 280 делегат хутшăнчĕ. Çавăн пекех йыхравланă хăнасем те йышлăн пуçтарăннă.

ЧНК президенчĕ пулма Николай Угасловах шанчĕç.

ХАКЛАВ

Николай МАЛЫШКИН, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи:

— Чăваш наци конгресне вырăнти уйрăмĕн хастар членĕсем те хутшăнчĕç. Эпир унта тĕнче тăрăх саланнă чăвашсемпе тĕл пулса калаçрăмăр, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе кăсăклантăмăр. «Регионти ентешсене — тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесем» ыр кăмăллăх акцине хутшăнса хамăн тата Валентина Кириллова журналистăн кĕнекисене Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ йăхташăмăрсене парнелерĕмĕр.

Анна ПОРТНОВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти пĕрлĕхĕн ертỹçи, Аслă Пуху делегачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code