Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Парăмĕсем ỹссе кайнă

Парăмĕсем ỹссе кайнă

Ăшăпа тивĕçтерессипе ĕçлекен организацисене кăлтăксăр ĕçлеттересси — социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Шăпах çак сăмахсене палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Коммуналлă технологи» ОООн пухăнса кайнă парăмĕсен сăлтавне тата йывăр лару-тăруран тухас ыйтусене сỹтсе явма пуçтарăннă канашлăва уçнă май. Канашлăва республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен, Чăваш Республикин Прокуратурин, Чăваш Республикин ШĔМĕн, Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕн, «Коммуналлă технологисем» ОООн представителĕсем тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.

«Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплă общество пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Коммуналлă технологисем» ОООн газпа усă курнăшăн тивекен парăмĕ 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1,1 миллиард тенке çитнĕ.

— Юлашки икĕ çул хушшинче «Коммуналлă технологи» тулли мар яваплă обществăн çут çанталăк газĕшĕн тивекен парăмĕ 517 миллион тенке çитнĕ. Виçе 2 хут пысăкланни сисĕнет, — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Парăм организаци тухăçлă ĕçлемен хăш та пĕр сăлтавсене пула ỹсни паллă. Инвестици программипе килĕшỹллĕн ăшăпа тивĕçтермелли тытăма çĕнетсе улăштарма 2015-2019 çулсенче пурĕ 300 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çапах та 2015-2016 çулсенче палăртнă пулăшу виçин 6 проценчĕпе анчах усă курнă. Çавăн пекех организаци 2014-2016 çулсенче пурĕ 54,42 миллион тенкĕлĕх тухăçсăр тăкак кăтартса панă. Парăмсем пур пулсан та организацире ĕçлекен ертỹçĕсен шалу виçи çав тери пысăк пулнă. Ытти çитменлĕхсем те нумай пулнă.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн «Коммуналлă технологи» организаци парăмĕсене татассипе çыхăннă ыйтăва тĕрĕслесе тăма ĕçлĕ ушкăн йĕркелеме йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code