Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн çĕнтерỹçĕсем

Пирĕн çĕнтерỹçĕсем

Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2017 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

1. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен ялав, диплом панă. Ял хуçалăх предприятийĕнче 1 гектартан 46,2 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

2. Çĕр улми туса илессипе сарăлнă ăмăртура «АСК-Яльчики» ООО мала тухнă. Ăна дипломпа чысланă. Ял хуçалăх предприятийĕ 215 гектар лаптăкран кашни гектар пуçне 320,6 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

3. Ял хуçалăх производствинче ăнăçлă ĕçленĕшĕн уйрăм çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă:

Дмитрий Николаевич ЗИМИНА, «Энтепе» сахал яваплă юлташлăхри комбайнера. Вăл «ACROS — 550» йышши комбайнпа 32860 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăл «2017 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.

Гавриил Владиславович ЖИРНОВА, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи комбайнера. Вăл «Дон — 680» йышши комбайнпа выльăх апачлĕх культурăсене 8922 тонна пухса кĕртнĕ.

Георгий Валерьевич ПАРАМОНОВА, «Агрофирма «Слава картофелю — Яльчики» сахал яваплă юлташлăхри комбайнера. Вăл «AUR Spirit — 6200» йышши комбайнпа 122 гектар çинчен 77265 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

Валерий Петрович КОРНИЛОВА, «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхри водителе. Вăл «Камаз — 5320» маркăллă автомашинăпа пĕтĕмпе 17980 тонна çухрăм ял хуçалăх таварĕ, çав шутран 2174 тонна тырă турттарнă.

Владислав Вениаминович ИЗРАТОВА, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизатора. Вăл «Valtra T191H» маркăллă тракторпа 2495 условлă эталон гектар çĕртме сухи тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code