Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Кĕмĕл медальлĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Шкулти спорт» кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан турнирта кĕçĕн ушкăнри хоккеистсем финала тухнине маларах пĕлтернĕччĕ. Тĕп вăйă «Шупашкар-арена» Пăр керменĕнче иртнĕ.

А.Адюков, В.Иванов, Ю.Рахмуллин тренерсен «ачисем» çурма финалта Йĕпреçсене нимĕнле шанăç та паман – 9:0. Финалта вĕсем Патăрьелсен «çулне пÿлнĕ» Шупашкар районĕн вăйлă командипе тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿ 4:9 шутпа вĕçленнĕ. Кĕмĕл медальлĕ командăра Николай Васильев, Денис Карсаков, Вадим Ермолаев /Лаш Таяпа/, Илья Скворцов /Елчĕк/, Карина Сергеева /Шăмалак/ уйрăмах палăрнă.

Алă вăйĕ

виçессипе Шупашкарта 16-18 çулсенчи çамрăксем хушшинче Чăваш Ен первенстви иртнĕ.

Сергей Солин ертсе пынă команда 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. Инесса Александровăпа /Кушкă шкулĕ/ Никита Солин /Çирĕклĕ Шăхаль/ пĕрремĕш, Роман Иванов /Çĕнĕ Пăва/, Анжела Алексеева, Татьяна Горбунова /Елчĕк/, Александра Печкова /Аслă Елчĕк/ – иккĕмĕш, Ульяна Петровăпа /Курнавăш/ Денис Жуков /Çирĕклĕ Шăхаль/ виççĕмĕш.

Тутарстанра палăрнă

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чукалта йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ эстафета ăмăртăвне пирĕн район команди те хутшăннă.

Хĕрÿ тупăшура Хăвăлçырмари Данил Трофимов, Шăмалакри Роман Романов, Кĕçĕн Таяпари Иван Головинпа Олег Головин 4х5 çухрăма иккĕмĕш вĕçленĕ.

Çÿллĕ шайра

Аслă Елчĕкри стадион йĕлтĕр спортне юратакансен пысăк йышне пухнă. Вĕсем Дмитрийпе Алексей Горшковсене асăнса çÿллĕ шайра ирттернĕ чупура тĕрĕсленĕ хăйсене.

Уйрăм дистанцисенче Мария Яковлева /аслăрах ушкăнра та çĕнтернĕ/, София Афанасьева, Влад Падуев /Аслă Елчĕк/, Артем Савинов, Артем Ловкин /Çирĕклĕ Шăхаль/, Анастасия Павлова, Юлия Краснова, Виктор Райков /Елчĕк/ финиша пĕрремĕш çитнĕ.

Ял тăрăхĕсен командисен ушкăнĕнче чи хастаррисем – Кĕçĕн Таяпасем.

И.Уркина асăнса

Пандемие пула ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем çулталăк ытла ăмăртусене хутшăнайманччĕ. Хальхинче вĕсем «Улăп» ФОКра Илья Уркин СССР спорт мастерне асăнса ирттернĕ турнирта вăй виçнĕ.

Унта республикăри район-хуласен пилĕк команди тупăшнă. Кил хуçисенчен Давид Крысовпа Константин Вишнев /Елчĕк шкулĕ/, Юрий Прокопьев /Аслă Елчĕк/, Данил Семенов /Çĕнĕ Пăва/ чемпион ятне тивĕçнĕ. Ултă спортсмен призерсен йышне кĕнĕ.

Уçă турнира йĕркелесе ирттерессинче «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд пысăк тÿпе хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code