Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тăнăçлăхпа килĕшỹре — вăй

Тăнăçлăхпа килĕшỹре — вăй

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — нумай нациллĕ Раççей халăхĕн йăлисен чĕрĕлĕвĕн, обществăра тăнăçлăхпа килĕшỹ упраннин палли.

2004 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи «Çар Мухтавĕн кунĕсем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çав улшăнусенчен пĕри — асăннă çĕнĕ уява ирттерме йышăнни, патшалăх шайĕнчи канмалли куна — чỹк уйăхĕн 7-мĕшне (Килĕшỹпе çураçу кунне паллă тунă) — чỹк уйăхĕн 4-мĕшне куçарни.

Историе таврăнас пулсан çакă паллă: чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕ Раççейшĕн вун çиччĕмĕш ĕмĕртенпех уяв шутланнă. Ăна Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Çак уява 1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ. Уява вăл 1579 çулта Хусанта тупнă турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран хăваласа кăларса яма пултарнипе çыхăнтарнă. Çак пулăмсем хыççăн Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕ тĕлĕнмелле пысăк хăватлă пулнине ĕненме тытăннă, чỹк уйăхĕн 4-мĕшне пĕтĕм халăх уявĕ пек ирттерме йышăннă.

Çĕршыв халăхĕ хамăрăн историн пуян эткерне упраса хăварас, çĕршыва çирĕплетес, ырă малашлăхшăн чăмăртанас тĕллевпе пĕрлешни — çакă Раççее вăйлă та аталаннă çĕршыв пулма пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code