Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Халăха пĕрлештерекен уяв

Халăха пĕрлештерекен уяв

Халăх пĕрлĕхĕн кунне çĕршывра 2005 çултанпа паллă тăватпăр. Уяв умĕн вулаканăмăрсем çак куна мĕнле йышăннипе тата хакланипе кăсăклантăмăр.

Исония ВОЛКОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ветерансен вырăнти канашĕн ертỹçи. Хăвăлçырма ялĕ:

— Халăх пĕрлĕхĕн кунне халăх тĕрлĕ майлă йышăнать, çапах та вăл пурне те пĕр тĕвве пĕрлештернине ăнланатпăр. Ĕненекенсем çак уява Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн уявĕ пек йышăнаççĕ, чиркỹре иртекен кĕлĕсене хутшăнаççĕ. 1917 çулхи Октябрь революцине паллă тăвакансем те пысăк хисепре. Историе таврăнас пулсан, 1612 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускава поляксенчен тасатнă, уяв халăх паттăрлăхĕпе пĕрлĕхĕ пысăк вăй пулса тăнине çирĕплетет. Хамăрăн çĕршыв историне, кирек хăш йăла-йĕркене, уява хисеплеме тивĕç эпир. Çакăнтан пирĕн пĕрлĕх, туслăх тата пĕр-пĕрне хисеплени курăнать.

Анатолий СОЛИН, тавра пĕлỹçĕ. Тĕмер ялĕ:

— Уяв ячĕ хăех халăх пĕр-пĕрне çывăх пулнине калать — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Çĕршыв çирĕплĕхĕ халăхăн пĕр шухăшлăхĕнчен нумай килет. Кирек ăçта та пĕр шухăшлă, пĕр пĕрлĕхе чăмăртанакан çынсем пулмалла: çемьере те, коллективра та, обществăра та, çĕршывра та. Пурнăç вара малалла ăнăçлă аталанĕ.

Марина, студентка:

— Юлашки вăхăтра тĕнчере халăхсен хушшинчи лару-тăру çивĕчленнине туятпăр. Ку енĕпе лăпкăлăх хуçалантăр тесе çĕршыв ертỹçисем сахал мар тăрăшаççĕ, халăх пĕрлĕхне тата çĕршыв экономикине çирĕплетмелли, патшалăхăн тĕнче шайĕнчи статусне çĕклемелли çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕр шыраççĕ. Раççей — нумай нациллĕ патшалăх. Тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, туслăха хаклани нумай енĕпе хăватлăн аталанма май парать. Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлани шăпах çак туйăмсене çирĕплетме пулăшать.

Елена ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code