Воскресенье, 3 июля, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялта ĕçлекен çамрăк хисепре

Ялта ĕçлекен çамрăк хисепре

Пурнăç шăпи мана çуралса ỹснĕ тăван кĕтеспе çыхăнтарчĕ. Иккĕмĕш аслă пĕлỹ илтĕм те агрономра ĕçлеме пикентĕм. Унтанпа çул хыççăн çул иртет.

«Пỹрте кĕрсен мĕн сас лайăх…» — юрă шăрантараççĕ Чăваш наци радиовĕпе. Паллах, ача-пăча сасси лайăх тенĕ пулăттăм.

Пирĕн çемье пĕчĕк мар. Мăшăрăмпа виçĕ ача пăхса ỹстеретпĕр. Патшалăх нумай ачаллă çемьесене те, ялти специалистсене те пысăк тимлĕх уйăрать. Çакăншăн эпир, ялти çамрăк çемьесем, питĕ савăнатпăр. Ахальтен мар ялсенче çамрăк çемьесем йышланма пуçлани палăрмаллах сисĕнет. Çакă ырă пулăм. Апла пулсан ял пĕтмест.

Кăçал эпир патшалăх пулăшăвне тивĕç пултăмăр. Çавна май хамăрăн çурта çĕнетрĕмĕр.

В.ЦЫГАНОВ,
«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code