Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерана чысланă

Ветерана чысланă

Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Петр Григорьевич Михайлов çак кунсенче 9 теçетке çула çитнине паллă турĕ. Çак ятпа ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, ял старости Валерий Яковлев, ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Леонид Князев, культура ĕçченĕсем ăшшăн саламларĕç, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам телеграммипе тата асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç.

Юбилей кунĕнче ватăпа юнашарах çывăх çыннисем – ачисемпе мăнукĕсем пулчĕç. Пуçтарăннă хăнасем тыл ветеранĕ ячĕпе ăшă сăмахсем каланипе пĕрлех ăна вăрçă çулĕсенче тата вăрçă хыççăнхи тапхăрта ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕç, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Салам сăмахĕсем çумне хутшăннă май ялти культура çурчĕн директорĕ Юрий Кашкăр юрăç-композитор юбиляр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.

Петр Григорьевич пурнăç çине пысăк шанăçпа пăхать. Çĕршывăн тĕрлĕ тапхăрĕнчи пулăмсене эпир кинофильмсем е аслисем каласа панă тăрăх анчах пĕлетпĕр пулсан, ватă вĕсене йăлтах хăйĕн куçĕпе курнă. 1932 çулта колхозниксен нумай ачаллă çемйинче кун çути курнă вăл, тăхăр ачаран виççĕмĕшĕ пулнă. Йышлă çемье йывăр пурăннă, вăл вăхăтра çимелли те, тăхăнмалли те çителĕклĕ пулман. Виçĕ класс пĕтерсен колхозра ĕçлеме пуçланă ача. Ашшĕ механизаторта тăрăшнă. Вăрçа 1945 çулта çеç янă ăна, унта водитель-механик пулнă.

Петр çирĕп кăмăллă, ĕçчен çитĕннĕ. Ĕмĕрĕпех «Слава» хуçалăхра конюхра вăй хунă вăл. Тăрăшуллă ĕçшĕн нумай Хисеп хутне, Тав çырăвĕсене тата парнесене тивĕçнĕ.

Яманчÿрел хĕрĕпе Диновида Сергеевнăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ йĕкĕт. Мăшăр сакăр ачана кун çути парнелесе вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Аслă хĕрĕ Мария педагог, Галина суту-илÿре тăрăшнă, Алексей – фермер, Анатолий – механизатор, Ирина троллейбус водителĕнче тата строитель пулса вăй хунă, Раиса – бухгалтер, страхлав агенчĕ, Тамара пахчаçă ĕçне вĕреннĕ хыççăн тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, Андрей – педагог, шкул директорĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, аслашшĕне тата кукашшĕне 13 мăнукĕпе тата 18 кĕçĕн мăнукĕпе савăнтараççĕ.

Эльвира МИХЕЕВА,
Лаш Таяпари библиотека заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code