Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ĕçе — пысăк яваплăхпа

Кашни ĕçе — пысăк яваплăхпа

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕнчи кулленхи ыйтусене сỹтсе явнă.

Автомобиль çỹрекен çулсене хĕллехи вăхăтра çỹреме хатĕрлес тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтупа район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.П.Петров тухса калаçрĕ.

Елчĕк район территорийĕнчи республика, вырăнти пĕлтерĕшлĕ тата ялсем хушшинчи 374 çухрăм çула икĕ предприяти — «Воддорстрой» ООО тата «ДПМК «Яльчикское» ООО асăрхаса тăрать. Хĕл кунĕсенче çулсене кирлĕ шайра тытса тăрас, çулсем çинчи инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн хĕллехи тапхăрти тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çул-йĕре юртан тасатма тĕрлĕ йышши 16 единица техника хутшăнать. Пăрлаклă тата шуçлак çулсене сапма 3 пин тонна яхăн ятарлă хутăш, çунтармалли-сĕрмелли материалсем саппасланă.

Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — финанс пайĕн начальникĕ Г.В.Анисимова чарăнса тăчĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ тупăшсен енĕпе илсен 65,2 процент (235 миллион тенкĕлĕх) пурнăçланнă. Харпăр хăй тупăшĕсен хисепĕ 62,5 миллион тенкĕпе (çулталăкра пурнăçламалли планăн 64,9 проценчĕ) танлашнă.

Г.Анисимова тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарасси мĕнле пыни çинчен те чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра районта пурăнакансем çĕрпе усă курнăшăн тỹлемелли налукпа 95,5 процент, пурлăх налукĕпе 90,6 процент татăлнă. Апла пулин, çакна та манмалла мар: пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсене декабрĕн 1-мĕшĕччен тỹлеме ĕлкĕрмелле.

…Ун хыççăнах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.В.Левый ертсе пынипе тăван районăмăрăн 90 çулхи сумлă юбилейне тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярассипе оргкомитет ларăвĕ иртрĕ. Уява ноябрĕн 17-мĕшĕнче йыхравлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code