Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç сукмакне такăрлатнă

Пурнăç сукмакне такăрлатнă

Кĕрхи кун ытла та кĕске. Красновсем касса вакланă вутă туянчĕç те ăна çумăр çăвиччен сарайне кĕртсе хурас тесе кунĕпех ăшталанчĕç. Юрать хисеплĕ çынсене тăванĕсем пулăшу аллине тăсрĕç. Вĕсемсĕр иккĕшне йывăра килетчĕ.

— Çапла кăштăртатса пурăнатпăр. Çулсем турта хушшине тăратнă çамрăк тиха пек малалла ыткăнаççĕ. Çитмĕл çултан иртсен ỹт-пỹ те ватăлать, вăй-хал та чакать, — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ ĕшеннине пăхмасăр пире тĕпелелле иртме сĕнсе.

Петр Сергеевич вăл вăхăтра мунча хутса янă та кил картинче тăрмашатчĕ. Ĕç ветеранĕ вăхăтĕнче Çирĕклĕ Шăхальсене çеç мар, кỹршĕ ял çыннисене те вут-шанкăпа, çĕр кăмрăкĕпе тивĕçтерсе тăнăскер, паянхи пурнăç ырлăхĕпе савăнать.

— Эпир çĕр çывăрмасăр вăрман турттарнă. Паян вара укçа-тенкĕ кăна кирлĕ, вут-шанкине кил умнех килсе параççĕ. Ĕлĕк чĕрене ыраттарнă шухăшсем пуçран сирĕлчĕç, — тет ĕмĕрне груз турттаракан автомашинăпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă сумлă водитель.

Пысăк та хăтлă çуртра пурăнать çулла ылтăн туйне паллă тунă мăшăр. Çамрăк чухне çурт-йĕрне çавăрнă, кирпĕч хуралтăсем хăпартнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Валентина Григорьевна ял хĕрарăмĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Тытса туман ĕç юлман унăн. Паллах, савнă мăшăрĕ ăна пур енĕпе пулăшса пынă.

…Аслă Пăла Тимеш ялĕнче колхозник çемйинче çуралса ỹснĕ Валентина мĕн ачаран малалла вĕренес ĕмĕтпе çунатланнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Хĕрачан чи юратнă предмечĕ математика пулнă.

— Пире С.К.Портнов учитель питĕ лайăх вĕрентетчĕ. Манăн та ун пек ăста математик пулас килетчĕ. Вăтам шкула тантăшсемпе Тури Туçана вĕренме кайрăмăр. Çуран çỹреттĕмĕр. Аслă Пăла юханшывĕ урлă çуркунне çарран каçаттăмăр. Урасем пит шăнатчĕç. Каярахпа шкулта та сивĕччĕ. Халĕ урасем ыратнипе аптăратăп, — пĕлтерет ĕç ветеранĕ.

Вунă класс пĕтерсен хĕр Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1966 çулта диплом илсен çамрăк учителе Елчĕк районне ĕçлеме янă. Ун чухнехи РОНО пуçлăхĕ хĕре виçĕ шкулта математик кирлине пĕлтернĕ.

— Хамăр тăрăха каяс темерĕм. Тен, тивĕçлĕ учитель пулаймăп та, атте-анне ятне ярăп тесе шиклентĕм. Çавăнпа та Çирĕклĕ Шăхаль шкулне суйласа илтĕм, — тет вăл.

Çамрăк учительсем ватăсем патĕнче хваттерте пурăннă. Ялта клуб пулманран яш-кĕрĕмпе хĕр упраç ферма çуртне пуçтарăннă. Унта шăкăлтатса калаçса ларнă, юрланă, ташланă, алă ĕçĕ тунă. Пĕринче çамрăксен ушкăнне тин салтакран таврăннă Петр Краснов хутшăннă. Валентинăпа Петр çавăн чухне паллашнă та тепĕр çулталăкран туй кĕрлеттернĕ.

— Мана упăшкам хальччен пĕр сивĕ сăмах та каласа курман, — тет телейпе çиçекен хĕрарăм мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса.

— Ытлашши ан мухта… — тет сăпайлăхĕпе палăракан арçын.

Хальхи вăхăтра Петр Сергеевич эрех-сăра пĕр сыпкăм та сыпмасть. 28 çул пирус туртмасть, кашни кун аслă çул çине çуран утса тухать. Сывă пурнăç йĕркишĕн çирĕп тăрать арçын. Уçă кăмăллăскер иртен-çỹренпе сывлăх сунмасăр иртмест.

Петр Сергеевич Совет çарне кайиччен водителе вĕренсе тухнă. Германире службăра тăнă чухне те алăран руль яман. Яла таврăнсан ăста водителе тỹрех автомашина шанса панă. Унăн ĕç стажĕ 50 çултан та иртнĕ.

Валентина Григорьевна 47 çул шкулта ĕçленĕ. Пенсие тухнă хыççăн та ăна, математика учителĕ пĕлĕвне ỹстерме кайсан, шкула пĕрре мар чĕнсе илнĕ. Юратнă коллектива яланах пулăшма хатĕр вăл. Сумлă педагога вăл вĕрентнĕ ачасем те, учительсем те манмаççĕ. Унăн Хисеп грамотисем йышлă. Раççей Федерацийĕн халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ те вăл.

Красновсем ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Ывăл-хĕрĕсем тĕп кил-çуртран вĕçсе тухса кайнă. Халĕ Шупашкарта ăшă йăва çавăрнă. Николай, Сергей, Антонина, Марина хăйсем суйласа илнĕ профессийĕсемпе тăрăшаççĕ.

Ватăсем ачисемпе мăнукĕсене питĕ тарават. Аслашшĕпе асламăшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ хăйсен ăшшине парнелени, пурнăç ăсне вĕрентни мăнукĕсене яла ытларах туртать те.

50 çул ăнланса, телей-савăнăçа, хуйха-суйха пĕрле пайласа пурăнакан мăшăр телейне мĕнпе виçме пулать-ши?

— Пĕр-пĕрне ăнлансан çемьере яланах татулăх, çураçулăх хуçаланать. Мăшăр хушшинче, çамрăк чухне ытларах палăрать пулĕ, тирĕк-кашăк шăкăртатмасăр пулмастех. Упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле, ашшĕ-амăшĕн ятне ямасăр пурăнмалла, ачи-пăчине ырра вĕрентмелле, çакна хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетмелле, — теççĕ Красновсем пĕр шухăшлăн.

Унтан пĕр-пĕрин çине ытарлăн та ăшшăн пăхса илнĕ хыççăн çапла хушса хучĕç:

— Юратăва хăват парса тăмасан вăл сỹнме те пултарать. Çавăнпа та мăшăрăн чи малтанах ĕç тĕлне пĕлмелле. Ĕç — пурнăç тыткăчи…

Красновсен сăмахĕсем çумне мĕнех хушса калайăн…

Валентина КИРИЛЛОВА.
Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code