Воскресенье, 27 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркотик салатма явăçтараççĕ

Наркотик салатма явăçтараççĕ

Чăваш Республикин территорийĕнче юлашки вăхăтра «Хăвăрт ĕçлесе илме май туса паратпăр» тесе çамрăксене наркотиксем салатас ĕçе явăçтарнă тĕслĕхсем нумайланнă.

Преступниксен серепине аслă классенче, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан заведенисенче тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Наркобизнес представителĕсем çамрăксене тавар сутаканпа тавар туянакан хушшинчи çыхăнтаруçă ĕçне пурнăçлама, пĕр вырăнта пытарнă наркотик хатĕрне тепĕр вырăна куçарма сĕнеççĕ. Çак ĕçе пурнăçланă чухне çамрăксем РФ Уголовнăй Кодексăн 228.1 статйинче палăртнă йĕркесене пăснине, наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе (хатĕрлени, сутни, салатни) çыхăннă преступленисемшĕн 4 çултан пуçласа 20 çул таран ирĕк прависĕр хăварса колоние яма пултарнине асне те илмеççĕ. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене шкул ачисемпе, студентсемпе çак темăпа калаçу тата ăнлантару ĕçĕ ирттерме ыйтасшăн.

Енчен те çамрăксене наркотик хатĕрĕсем сутма е пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарма явăçтарнине çирĕплетекен информаци пулсан халăха ШĔМĕн муниципалитетсен хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайне 2-50-02 е Елчĕк район прокуратурине 2-50-05 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code