Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Право пулăшăвĕ

Право пулăшăвĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăйтытăмлăх тата патшалăх влаç органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсен пĕрлĕхĕсем, вĕренỹпе коммерци шутне кĕмен ытти организацисем хутшăннипе тĕрлĕ мероприяти иртет.

Çак кун пирĕн районта ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе граждансене 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен Елчĕк район администрацийĕн (Иванов урамĕ, 16-мĕш çурт) 14-мĕш тата 19-мĕш пỹлĕмĕсенче, Елчĕкри нумай функциллĕ центрта (Иванов урамĕ, 13-мĕш çурт) йышăнаççĕ.

Ыйтусем пулсан граждансем 8 (83549) 2-56-12, 2-59-12 номерсемпе çыхăнма пултараççĕ.

И.АЛЕКСЕЕВА,
район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code