Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Саккуна пурнăçламан

Саккуна пурнăçламан

Елчĕк район прокуратури кăçал çĕрпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май йĕркене пăхăнман 7 тĕслĕхе асăрханă.

А.В.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тĕрĕслев фермер 76 гектар çĕрпе правăна çирĕплетекен документсăр усă курнине тупса палăртнă, çавна май ун тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 7.1 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă. Асăннă ĕçе пăхса тухма Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсене пĕрлештерекен муниципалитет уйрăмне ярса панă.

Саккуна пăхăнман ытти фермерсене те административлă майпа айăпланă.

В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code