Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тỹрĕ чунлă, вĕри юнлă

Тỹрĕ чунлă, вĕри юнлă

Çак сăмахсене тивĕçет Патреккелте çуралса ỹснĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕ Петр Николаевич Теплов, темиçе уйăх каялла тăхăрвун пиллĕкмĕш çул пуçтарма тытăннăскер.

Çур ĕмĕр каялла, 1962 çулхи пуш уйăхĕнче пулчĕ ку. Ун чухне пĕр вăхăт (виçĕ çул патнелле) Патăрьелĕнчи ял хуçалăх производство управленийĕн парткомне пăхăнса тăнă Елчĕк тăрăхĕнчи коммунистсен конференцийĕ иртнĕ кăначчĕ те, райком ертỹçисен пỹлĕмĕсен алăкĕсем (хальхи редакци çуртĕнче) кам ăçта ларнине те çырса хуманччĕ-ха.

— Сывлăх сунатăп, — терĕм тин çеç пĕр алăкран тухнă уçă сăнлă кĕреш пек арçынна, чăрмантарнăшăн каçару ыйтса.

— Салам, тăванăм, — çирĕппĕн алла чăмăртарĕ хайхискер, тахçан пĕлекен тусне курнă пек ăшшăн йăл кулса.

— Эпĕ ютран, Пăва хулинчен, _ хуравларăм ăна хирĕç хăюллăнрах тинкерсе.

— Апла паллашар. Мана Теплов теççĕ. Иккĕмĕш секретарь пулатăп. Сире район редакцийĕнче ĕçлеме йыхравларăмăр эпир. Халех хаçат редакторне чĕнсе илетĕп те мĕнле пай ертỹçи пуласси пирки татăлатпăр, — малалла тăсрĕ вăл сăмахне. («Кур, епле ырă çын ку. Хушаматне те Теплов тесе ăшă кăмăлне курах панă пулас», — çиçĕмле шухăш вĕçсе иртрĕ пуçра, пĕрлех унăн пỹлĕмне кĕнĕ хушăра).

…Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитсен тĕл пултăмăр Петр Николаевичпа. Унчченхи курнăçусенчи пекех, хăй ман ума пырса тăчĕ. Яланхи ăшă куллине, çирĕп уттине асăрхаман пулсан паллаяс та çукчĕ. Хама чăн-чăн çар начальникĕ саламланăн туйса илтĕм. Унăн уяв тумтирĕ çинчи наградисене шутласа та тухаймăн. Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (иккĕшĕ те виçшер таранах!)… орденĕсем кăна вунна яхăн. Медалĕсем мĕн чухлĕ тата?

…Петр Теплов шăпах вăрçă пуçланнă çул Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Унтан Муромри çар çыхăну училищинче пĕлỹ илет. Кĕçех çамрăк совет офицерĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çар подразделенийĕсене çирĕп çыхăнупа тивĕçтерекен службăна ăнăçлă ертсе пыма тытăнать. Тепĕр чухне хăйĕн те снарядсемпе минăсем çурăлнине тỹссе ирттерме тивет. Пĕррехинче аманса сипленме те лекет. «Анчах мана, яланах лайăха кăна ĕненекенскере, Турă упрарĕ пулас, — тет паян та Петр Николаевич. — Эпĕ тăван ене ырă-сывă таврăнтăм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та обществăлла ĕçе хутшăнса яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшатăп. Шупашкарти «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ĕçĕнчен пĕрре те пăрăнмастăп. Çамрăксемпе ирттерекен тĕл пулусенче вăрçă тата унăн виçесĕр нуши-инкекĕ çинчен каласа паратăп.

Фронтра пиçĕхнĕ, тем те тỹссе курнă çирĕм улттăри офицера яла таврăнсанах парти райкомне чĕнсе илеççĕ те инструктор тивĕçĕсене пурнăçлама ыйтаççĕ. «Салтак-çыхăнуçăсемпе ĕçлес ăсталăху пур санăн, — тет райком пуçлăхĕ йĕкĕте маларахах лайăх палланăскер. — Халĕ ял халăхне çĕршывăн мирлĕ политикине ăнлантарса пар, вĕсенчен чи лайăххисене парти ретне тăма хатĕрле. Малашне курăпăр унта…»

Пуçаруллă çыннăн шăпи çапла: малтан пĕр вăхăта, хăнăхмалла тесе ĕçе йышăнаççĕ, пултарулăхне кура, яланлăха хăвараççĕ, вара — ỹстерсе пыраççĕ. Петр Николаевича та, чăтăмлă та паттăр, ỹркенмен çынна, ĕç картлашкипе çỹлĕрен çỹле хăпартсах пыраççĕ: инструктортан пай заведующийĕн çумĕ, унтан — пай ертỹçи, тепĕр темиçе çултан — райком секретарĕ. Каярахпа, юнашарти тăватă района пĕрлештернĕ хыççăн, Патăрьел ял хуçалăх производство управленийĕн партком секретарĕн çумĕнче тăрăшать. Пĕр вăхăтрах куçăмсăр майпа партин Ленинградри аслă шкулĕнче вĕренсе тепĕр аслă пĕлỹ илме те чăтăмлăх çитерет. Унтан КПСС Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш, тепĕр вунă çул тăтăш Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче вăй хурать. Кĕçех ăна, татах çỹлелле çĕклесе, Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзĕн обкомĕн председательне суйлаççĕ.Çак яваплă ĕçре тепĕр вунă çул чунне парса тăрăшать вăл.

Паллах, анлă тавра курăмлă, малашлăха курма хăнăхнă ертỹçĕ кантурта ларнипе кăна нихăçан та çырлахман, ялан халăх хушшинче пулнă, вырăнтах е каярахпа çынсен нумай-нумай ыйтăвне татса панă. Çавна май ăна маларах районсен шайĕнчи, каярахпа Чăваш АССРĕн саккăрмĕшпе тăххăрмĕш суйлавĕсен депутачĕ пулма суйланă.

— Эпĕ тата манăн çемье, чылайранпа Шупашкарта пурăнсан та, хамăрăн пĕчĕк çĕршыв — Елчĕк районĕ мĕнле аталанса пынипе хытă кăсăкланатпăр, — хавхаланса пĕлтерет Петр Николаевич. — Çулсем хушăнсах пыраççĕ пулсан та тăван ене частарах килме тăрăшатпăр, Елчĕкре тата Патреккелте иртекен чылай мероприятие хутшăнатпăр. Тăван район 90 çул тултарнине йыхрав илнĕренпех чĕре савăнăçлăн тапать: пысăкран та пысăк уява çитес, палланă, çывăх çынсемпе тăвансене, нумай çул алла-аллăн тытăнса вăй хунă, пĕрле ĕçленĕ туссене курса, шăкăл-шăкăл калаçассăм, кăмăлтан савăнассăм, чĕререн саламлассăм килет…

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Вăрçăпа ĕç ветеранĕ П.Н.Теплов Республика Пуçлăхне М.В.Игнатьева хăй çинчен çырнă кĕнекене парнеленĕ самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code