Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Кĕр сăри» уявĕнче

«Кĕр сăри» уявĕнче

Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕ пĕр-пĕринпе туслă çыхăнура пурăнаççĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем «Кĕр сăри» уявне 2011 çултанпа ирттереççĕ.

Кỹршĕсен уявне кăçал Елчĕксене те йыхравланă. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи Антонина Александрова ертсе пынипе унта Патреккел халăх хорĕ, «Хамăр ял» ансамбль тата Елчĕк юрăçисем хутшăннă, вĕсене ăшшăн кĕтсе илнĕ. Елчĕксен илемлĕ юрри-ташши йăхташăмăрсене питĕ килĕшнĕ.

Чĕмпĕрти чăваш наци культура автономине чылай çул пирĕн ентеш Олег Мустаев ертсе пырать. Вăл Ульяновск тăрăхĕнчи чăвашсене пĕр чăмăра пĕрлештерес тесе сахал мар ĕç туса ирттерет. Эпир унăн курăмлă ĕçĕсемпе чăннипех мăнаçланатпăр.

Уявра наци культурин пуянлăхне аталантарас, ĕмĕртен пыракан йăла-йĕркене çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварас тĕллевпе вырăс тата чăваш кил-çурчĕсене йĕркеленĕ.

Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн йĕркеленĕ «Кĕр сăри» уявĕ питĕ хаваслă иртрĕ.

А.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code