Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Граждансене йышăнмалли эрне

Граждансене йышăнмалли эрне

«Единая Россия» партие йĕркеленĕренпе 16 çул çитнине халалласа пысăк мероприяти иртет.

Чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 3-мĕшĕччен «Единая Россия» партин Председателĕн Чăваш Республикинчи общество йышăну пỹлĕмĕсенче, çавăн пекех регионти мĕн пур муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи вырăнсенчи 26 общество йышăну пỹлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли эрне иртет. Ăна партие йĕркеленĕренпе 16 çул çитнине халалланă.

Парти лидерĕн Д.А.Медведевăн регионти йышăну пỹлĕмĕнче граждансене Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн спикерĕ Валерий Филимонов, хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, регионти йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи Николай Николаев йышăнĕç. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине çавăн пекех депутатсем — партин Чăваш Ен Патшалăх Канашĕнчи, Депутатсен Шупашкар хула пухăвĕнчи фракцийĕн членĕсем хуравлĕç.

Районсенче халăха çавра сĕтелсем хушшине пухса муниципалитетсен пуçлăхĕсем, депутатсем тата ытти ертỹçĕсем ЖКХ, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ ыйтăвĕсем тавра калаçĕç, харпăр хăй ыйтусем çине хуравлĕç.

Йышăнăва çырăнас тесен маларах (8352) 62-25-56 телефонпа шăнкăравламалла. Çавăн пекех op.r21@edinros.ru электронлă адрес тата EdRos21 скайп, «Фейсбук», «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсем урлă çырăнма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code