Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Интернет уçлăхĕнче те асăрханар

Интернет уçлăхĕнче те асăрханар

Сăмах. Мĕн тери пысăк вăй пытаннă унра. Вăл çынна хавхалантарма та, çав вăхăтрах çапса хуçма, теприне тỹрĕ çул çине тăратма е унран пăрма пултарать. Ахальтен мар ăна хĕç-пăшалпа танлаштараççĕ.

Паянхи кун террористсемпе экстремистсем ытларах Интернетри тĕрлĕ сайтсем урлă çыхăнса сăмах вăйĕпе халăха тỹрĕ çултан пăрма, пусмăрлама хăтланаççĕ, нацисен хушшинче хирĕçỹлĕх çуратаççĕ. Сăмахран, «Одноклассники» е «ВКонтакте» евĕр сайтсенче хăйсене туссен списокне йышăнма ыйтнă хыççăн кĕске вăхăтрах чеен шанăçа кĕрсе «çывăх тус» пулса тăраççĕ. Ытларах хăйсене пĕччен туякан е тĕрлĕ терт-нуша тỹснĕ çынсем çакланаççĕ вĕсен серепине. Интернетри «тус-юлташсем» вĕсене «хĕрхенме» пуçлаççĕ, телейлĕ те савăнăçлă пурнăç шантараççĕ. Пĕр-пĕрин патне «аппа-пичче, йăмăк-шăллăм», «тăванăм» сăмахсем вĕçтерме хистекенскерсем хăйсенчен хаклă, çывăх, хисеплĕ çын никам та çуккине ĕнентереççĕ. Интернетăн тỹнтер енĕсем пирки ăнкарма ĕлкĕреймен экстремистсен витĕмне кĕрсе ỹкнĕ çын хăйне тимлĕхре туйни паллă. «Вербовщиксене» çакă кирлĕ те. Çакăн евĕр историсен вĕçĕ те курăмлă.

Çавăнпа та Интернет уçлăхĕнче те асăрхануллă пулмалли пирки асрах тытар. Пурнăçра та, виртуаллă тĕнчере те палламан çынпа тỹрех çывăхланса каясран, чуна уçса парасран асăрханмалла. Сисчĕвленме хистекен чи пĕрремĕш ен вăл — çĕнĕ тус çынсене, нацисене «лайăххи е начарри», «тĕрĕсси е тĕрĕс марри» çине уççăнах уйăрма хăтланни.

Л.ЕГОРОВА,
Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code