Суббота, Февраль 22, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парти проекчĕсем пурнăçланаççĕ

Парти проекчĕсем пурнăçланаççĕ

Чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта партин пуçламăш организацийĕсен делегачĕсем хутшăнчĕç.

Конференцие «Единая Россия» политика партийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Евгения Михайлова ертсе пычĕ. Парти членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ 3 ыйтăва пăхса тухрĕç.

Чи малтанах Евгения Михайлова партин вырăнти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса пачĕ. Паянхи кун Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ 44 пуçламăш организацине, 858 парти членне пĕрлештерсе тăрать. «Единая Россия» парти йышăнакан тата сĕнекен проектсем районта та пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас ĕçре парти членĕсем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Çавна май районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çултан-çул лайăхланса пырать. Хальхи вăхăтра парти членĕсен умĕнче тăракан çивĕч ыйту _ 2018 çулта Раççей Федерацийĕн Президентне суйлассипе çыхăннă суйлав кампанине хатĕрленесси.

«Единая Россия» парти членĕсем политканаш йышне çĕнетрĕç, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç тата умри тĕллевсене палăртрĕç, «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн XХVI конференцине хутшăнма делегатсем суйларĕç.

Парти ретне тăма кăмăл тунă çынсене савăнăçлă лару-тăрура парти билечĕсем парса чысларĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code