Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшать

Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшать

Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатас тата унăн ыйтăвĕсене вăхăтлă татса парассинче ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсен тỹпи пысăк. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ хăйсен ĕçне çирĕп пĕлекен пуçаруллă специалистсенчен чăмăртаннă. Унăн ертỹçи Леонид Кошкин вырăнти хăй тытăмлăхра чылай çул тăрăшса паха опыт пухнă, ырми-канми ĕçĕпе халăх хисепне çĕнсе илнĕ.

Ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе район ертỹçисем те кăмăллă. Çул-йĕр сармалла е ФАП тумалла, тасалăхпа хăтлăхшăн тăрăшмалла, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртмелле… — Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ яланах малтисен ретĕнче. Ертỹçĕ ĕçне республика шайĕпе илсен те пысăка хурса хаклаççĕ — Леонид Анатольевич кăçал «Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» конкурсăн «Муниципалитет йĕркеленĕвĕн чи лайăх пуçлăхĕ» номинацийĕнче çĕнтернĕ.

Л.Кошкин пуçлăх тилхепине 11 çул тытса пынă тапхăрта ял тăрăхĕ сахал мар ỹсĕм-çитĕнỹпе палăрнă. 2007, 2008, 2013 çулсен кăтартăвĕсемпе «Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» ята тивĕçнĕ, 2016 çулта ятарлă конкурсра «Пушар тĕлĕшĕнчен чи хăрушлăхсăр ял тăрăхĕ» номинацире иккĕмĕш степень диплома çĕнсе илнĕ.

— Çитĕнỹсем пирĕн специалистсем ял халăхĕпе пĕрне-пĕри ăнланса тата килĕштерсе ĕçленипе пулаççĕ, — тет Леонид Анатольевич. — Тавах халăха ăнланнăшăн, пулăшу аллине яланах тăсса пама хатĕр пулнăшăн. Ял хушшинче çул-йĕр сармалла е йывăç-тĕм лартмалла, ытти ĕç пурнăçламалла — кашни ĕçре хастарлăхпа палăраççĕ вĕсем. Акă, сăмахран, Элпуç ялĕнче пурăнакан Лапшинсен çемйин пуçарăвĕпе тата пулăшăвĕпе (Кармал тата Элпуç ялĕсенчи çамрăксем те укçа-тенкĕ пуçтарчĕç) «Кармал» спорт клубĕ хута кайрĕ.

Çул-йĕр тенĕрен, ял тăрăхĕнче вырнаçнă ялсенчи урамсене хытă сийлĕ çул-йĕр сарас е юсас енĕпе юлашки çулсенче кунта уйрăмах пысăк ĕçсем пурнăçланă. Вырăнти бюджетран уйăракан укçа-тенкĕсĕр пуçне (çулталăка 500-600 пин уйăраççĕ) халăх хăй укçи-тенкине пухса чылай урама вак чул сарма хутшăннă. Уйрăмах Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль, Элпуç, Хăвăлçырма ялĕсенче пурăнакансем пуçарулăхпа палăрнă.

Иртнĕ çул вĕçĕнче çул-йĕр сарас енĕпе пурнăçланă пысăк ĕçсенчен пĕри — Тĕмерпе Мучар хушшинчи çула (пурĕ 1114 метр, пĕтĕмпе 12 миллион тенкĕлĕх) туни. Кăçалхи çĕнĕлĕх — 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшỹллĕн ĕçлессине мала хуни. Указ вырăнти ыйтусене татса панă чух тĕрлĕ шайри бюджет тата халăх укçи-тенкине пĕрлештерме, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата халăха пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме, вырăнти пуçарусене аталантарма май пачĕ. Республика, вырăнти бюджет уйăрнă тата халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе усă курса кăçал Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи 2 урамри (пурĕ 850 метр) çула вак чул сарнă. Хальхи вăхăтра асăннă проектпа Тĕмер ялĕнчи çулсене йĕркене кĕртеççĕ.

Патшалăх фельдшерпа акушер пункчĕсене тăвассипе çыхăннă программăсене те ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырать. Элпуç, Тĕмер, Хăвăлçырма ялĕсенче хута кайнă çутă та хăтлă ФАПсем халăх кăмăлне çĕклеççĕ.

Ял тăрăхĕнче тирпей-илемшĕн тăрăшни те аван сисĕнет. Ахальтен мар 2012 çулта Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ «Чи хăтлă ял тăрăхĕ» конкурсра призлă вырăн йышăнма, çавна май 25 пин тенкĕ премие тивĕçме пултарнă. Асăннă укçа-тенкĕпе ялта пурăнакансем çăл куç тавра сетка тытса çавăрнă. Йывăç-тĕм лартассине те çирĕп йăлана кĕртнĕ кунта. Хуçалăхсенче пухăнакан çỹп-çапа Елчĕке турттарассине, çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтерессине, пушар сỹнтермелли автомашинăсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассине йĕркеленĕ.

Халăха хавхалантарас тĕллевпе ырă йăласене те пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

— Тирпейлĕхе кăмăллакан çурт хуçисене палăртас енĕпе çулсерен ятарлă конкурс йĕркелетпĕр. 2012 çултан пуçласа ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çынна 50 çултан пуçласа юбилейсен ячĕпе открытка ярассине, 90, 95 çул тултарнисене килĕсене кайса парнесемпе чыслассине, тăван ялшăн ырă ĕç тăвакансене «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парассине ĕçе кĕртнĕ. Пурнăçлама палăртнă ĕçсем те сахал мар-ха. Чи яваплисенчен пĕри — Элпуç ялĕнчи клуба тĕпрен юсасси, ялсенчи урамсене (уйрăмах Кỹлпуç ялĕнчи çулсене) вак чул сарассипе ĕçлесси, ял масарĕсем çинчи çуртсене çĕнетесси, — тет Л.Кошкин.

Ял тăрăхĕн ỹсĕмĕ, ăнăçăвĕ халăх тата ял тăрăхĕн специалисчĕсем пĕр-пĕрне пулăшса пынинчен килет. Йĕркелĕх, ĕç ăнăçса кал-кал пынинче самана таппипе тан утакан мал ĕмĕтлĕ специалистсен тỹпи пысăк пулнине лайăх ăнланать ял çынни. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Полина Герасимова, Ольга Максимовăпа Любовь Александрова 1-мĕш категориллĕ специалистсем, çарпа учет енĕпе ĕçлекен специалист Ольга Муравьева хисепе чăннипех те тивĕçлĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн туслă коллективĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code