Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анне юратăвĕ, ăшши…

Анне юратăвĕ, ăшши…

Амăшĕ кăна ачана чăнласах юратать, ăна хăйĕн ăшшине, ачашлăхне, ырăлăхне парнелет, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать. Анне юратăвĕпе ăс-хакăлĕ, ырă кăмăллăхĕ ачисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех тĕрек пулса тăрать. Вăл тĕпренчĕкĕсене йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, çитĕнỹсем тума пулăшать. Уяв умĕн Чăвашстат специалисчĕсем Чăваш Енри амăшĕсем пирки ятарлă кăтартусем хатĕрленĕ.

Чăваш Республикинче 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 658 пин хĕрарăм (халăх йышĕн 53,3 проценчĕ) пулнă. Вăл шутран 422 пинĕшĕ — хулара, 236 пинĕшĕ ялта пурăннă. 288 пин хĕрарăм — ача çуратмалли çулсенче (15-49 çулсенче). Вĕсенчен 129 пинĕшĕ — 20-34 çулсенче.

2017 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче Чăваш Енре 10,5 пин ача çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 4,4 пин пепке çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Кăçалхи тăхăр уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ЗАГС органĕсенче мăшăрлаканакан çемьесен йышĕ 7,9 процент ỹснĕ. Уйрăлакансен шучĕ 5,1 процент чакнă.

Чăвашстатăн пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code