Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăха хамăрăн упрамалла

Сывлăха хамăрăн упрамалла

Ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 3-мĕшĕччен республикăра «Стоп ВИЧ/СПИД» пĕтĕм Раççейри акци иртет.

СПИДпа вилнисене пуçласа 1981 çулта Америкăн Пĕрлешỹллĕ Штачĕсенче палăртнă. Унтанпа чир тĕнчипех сарăлнă. Хальхи вăхăтра вирус ертекенсен йышне тĕрĕс палăртма та йывăр.

ВИЧ инфекци чирĕнчен хỹтĕленесси шăнса пăсăласран сыхланассинчен те çăмăлрах. СПИДпа çынсем кăна чирлеççĕ. ВИЧ инфекци чирлĕ çынран виçĕ мелпе — ар çыхăнăвĕ урлă, юн урлă тата ВИЧ инфекциллĕ хĕрарăмран чирлĕ ача çуралсан — ернине пурин те лайăх пĕлмелле.

Теприсем йăлари условисенче ВИЧ вирусĕ лекесрен шикленеççĕ. Ку пустуй хăрани. Вирус инфекциллĕ çынпа ыталашсан, вăл ỹсĕрсен е сунасласан, вăл усă куракан савăт-сапана, вырăн таврашне тытсан, ваннăйпа е унитазпа усă курсан, обществăлла транспортра пĕрле пулсан, тартан е куççультен, выльăх-чĕрлĕхрен е хурт-кăпшанкăран ермест.

Çак хăрушă чирпе ытларах наркотик препарачĕсемпе усă куракансем, кирек кампа тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвне кĕрекенсем чирлеме пултараççĕ. Кирек кам та хăй чирлĕ е чирлĕ маррине пĕлес тесен районти тĕп поликлиникăра анализсем парса тĕрĕсленме пултарать.

Пирĕн районта çак хăрушă чире шута илме пуçланăранпа чирлĕ 33 çынна регистрациленĕ. 5 çын вилнĕ, çав шутран СПИДран — 3 çын. Хальхи вăхăтра районта ВИЧ инфекципе чирлĕ 26 çын пурăнать. Вĕсенчен 10-шĕ кунта пропискăра тăрать. ВИЧ инфекциллĕ çынсем 21, 39, 51 çулсенче.

Вилĕм патне илсе пыракан чиртен сыхланасси хамăртан кăна килет. Чунпа таса пулни, ăнсăртран, пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне кĕресрен асăрханни СПИДран сыхланма пулăшатех.

Т.ПЕТРОВА,
районти тĕп поликлиникăри медицина профилактикин кабинечĕн тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code