Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ витере — мĕн пур çĕнĕлĕх

Çĕнĕ витере — мĕн пур çĕнĕлĕх

«Эмметево» ОООра тĕпрен çĕнетнĕ витене ĕçе янă.

Унта хальлĕхе вун-вун ăратлă пушмак пăру, çывăх вăхăтра пăруламаллискерсене, вырнаçтарнă. Унта пĕтĕмпех вĕр çĕнĕ оборудовани — апат валеçекен «Хозяин» агрегат, шыв парса тăракан автомат, тислĕке илсе тухакан хăватлă транспортер тата ыт. те — вырнаçтарнă.

Ку чухнехи йĕркене тивĕçтерекен витере пĕтĕмпе 140 пуç ĕне выльăх пулать. Вĕсене опытлă операторсем пăхса тăраççĕ. Хуçалăх ертỹçи Ю.М. Лапшин пĕлтернĕ тăрăх, сăвакан ĕнесен йышĕпе продуктивлăхне ỹстернĕ май, çывăх вăхăтрах сĕт туса илесси 30 процент ỹсме тивĕç. (Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code