Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт уявне йыхравлаççĕ

Спорт уявне йыхравлаççĕ

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ 35 çул, «Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕ 10 çул тултарнине халалласа Елчĕкре паян спорт фестивалĕ иртет.

Уяв программи пуян та анлă. Шывра ишессипе район чемпионачĕ иртет. Районти тата «Елчĕк ен ентешлĕхĕн» чи вăйлă командисем волейболла выляççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсемпе йывăр атлетсен ăмăртăвĕсем те кăсăклă пулĕç. Ăмăртусем 11 сехетре Спорт çуртĕнче тата ФОКра пуçланаççĕ.

Çавăн пекех Петр Сидоровăн «Спорт: события и судьбы. Краткая спортивная энциклопедия Яльчикского района Чувашской Республики» кĕнеке хаклавĕ те иртет. Уявра Елчĕк енĕн эстрада çăлтăрĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтараççĕ.

Пурне те спорт уявне йыхравлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code