Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççейри чи лайăх çемье

Раççейри чи лайăх çемье

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Уткинсем Раççейри чи лайăх çемьесен шутне кĕнĕ.

Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевичăн 12 ача. Вĕсенчен тăххăрăшĕ — усрава илнĕскерсем. Хăйсем çуратнă икĕ хĕрĕ качча тухса ашшĕпе амăшне виçĕ мăнуклă тунă. Виççĕмĕшĕ — ывăл.

Каролина Анатольевна хальхи вăхăтра Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.

Уткинсем ачасене ĕçе хăнăхтарассине мала хураççĕ. Çĕрпе туллин усă кураççĕ, ултă ĕне, пăрусем, хурсем, вĕлле хурчĕсем усраççĕ. Хĕллене хатĕрленсе çулсеренех 300-400 банка хăяр-помидор тăварлаççĕ, пахча-çырла сĕткенĕ хатĕрлеççĕ.

Уткинсене Мускаври «Измайлово» концерт залĕнче чысланă. Унта вĕсем усрава илнĕ ултă ывăлĕпе хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code