Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куçса ларнă урам

Куçса ларнă урам

Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕнче çырнă тăрăх Сталин ячĕпе хисепленекен поселок 1930 çулта йĕркеленнĕ. Аслă Елчĕкрен Кĕçĕн Елчĕкĕн хĕвел тухăç енне чи малтанах 7 килĕ куçса ларнă.

1914 çултанпа вĕсем Столыпин пуçарса янă реформăна пăхăнса ĕçлесе пурăннă. Ĕç хатĕрĕсене пĕрлештерсе акана, вырмана вăхăтлă ирттернĕ. Ĕçе çăмăллатас тĕллевпе тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлăхне ÿстерекен çĕнĕ хатĕрсем туяннă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Лашасем тытнă – вĕсем тĕп ĕç хатĕрĕ шутланнă.

Кунта малтан куçса килекенсенчен пĕрисем – манăн асатте – Матвей Петрович Степанов /Майков/ тата Митрофан Анисимович Тябуков нумай çул колхоз садĕнче ĕçленĕ, хуралçăра та тăнă. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕсем патне çÿрени, тĕрлĕ ĕç тума пулăшни паянхи пекех куç умĕнче. Вĕсем каласа кăтартнине те астăватăп: 1930 çулта апрель уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа май çурриччен уйăрса панă çĕре сухаласа акнă. Август уйăхĕнче тырра пухса кĕртсенех çурчĕсене кунта куçарса лартнă, тăррисене çĕнĕ улăмпа витнĕ. Тыр-пул тухăçлă çитĕннине кура 1931 çулхи çуркунне кунта тата 10 кил куçса ларнă, икĕ енлĕ поселок пулса тăнă. 7 лашапа, 2 ĕнепе, 4 сыснапа часах колхоз туса хунă. Ăна та Сталин ятне панă. Ĕçчен халăх кĕске вăхăтра 40 лаша вырнаçмалли вите, кĕлетсем туса лартнă, 4 тараса чавнă. Кăнтăр енĕпе урам варринчен пуçласа пысăк лаптăк йышăнакан сад ĕрчетсе янă. Унта чие йывăççисем, хăмла çырлин тĕмĕсене те лартса хăварнă. Анисим Тябуков ертсе пынипе шурлăхлă вырăнсенче хăяр, купăста акса-лартса çитĕнтернĕ. Пухса илнĕ пахча çимĕçе ĕç кунĕ тăрăх валеçнĕ. Тырă авăртма икĕ Пăла пĕрлешнĕ вырăнти шыв хăвачĕпе ĕçлекен армана çÿренĕ. Кунта черет питĕ вăрăм пулни нумай вăхăта илнĕ. Ĕçлĕ халăх çакăнпа килĕшме пултарайман. Поселокăн çур çĕр енчи çÿллĕ вырăнта, йĕтемрен инçех те мар, çил вăйĕпе ĕçлекен арман туса лартнă. Кунта Юман Тябуков арманçă пулса нумай çул ĕçленĕ. Çывăрса выртман вăл, çĕрлехи вăхăтра та çил тухнипе усă курса армана васканă.

Тискер вăрçă пуçланни малашнехи ĕмĕтсене татнă. Вăй-питти арçынсене фронта ăсатнă. Çак вăхăта чăтса ирттернисем каласа кăтартнă тăрăх, ял çыннисем çуркунне çитсен хир тăрăх çÿресе çурри çĕрсе типнĕ çĕрулмине пуçтарнă. Вĕсен шурă пайне уйăрнă та, çăнăхпа çăрса пашалу пĕçернĕ. Выçăпа ытларах ача-пăча хăврăлса ÿснĕ. Хĕллехи вăхăтра çуртсене навус кирпĕчне çунтарса ăшăтнă, витере çÿресе йĕпеннĕ çăпатапа тăла çĕр каçа типсе те çитеймен. Ирхине ĕçе çавсенех сырса тухса кайнă.

Константин Мартынов конюхра вăй хунă. Лашасем фронтра пит кирлĕ пулнине ăнланса вăл сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ. Вăрçă чарăнсан унăн гангрена чирĕ пуçланнă, икĕ урине те тĕпрен татма тивнĕ. Мĕнлерех асап тÿсме тивнĕ ял халăхĕн çав çулсенче! Апла пулин те никам та пуçа усман, фронтшăн ырми-канми ĕçленĕ.

1950 çулхи июнь уйăхĕнче ял çыннисене пухăва чĕннĕ. Унта икĕ колхоза пĕрлештерес ыйтăва пăхса тухнă. Уççăн сасăланă вăхăтра пухăннисенчен çурри Аслă Елчĕкпе пĕрлешес кăмăллă пулнă, çурри – Елчĕкпе. Алă тăратнисене тепĕр хутчен тĕплĕн шутласа тухнă хыççăн пĕр колхозник пухура пулманнине асăрханă. Ăна шыраса тупса пухăва илсе пынă, вăл Елчĕкпе пĕрлешме килĕшнĕ. Çапла майпа пĕр сасă ытларах пулнипе Сталин колхоз Октябрь колхозпа пĕрлешнĕ.

1954 çултанпа поселок таврашĕнче мĕн пулса иртнине эпĕ лайăх астăватăп. Вырма пуçлансан хĕр упраç жнейка хыççăн чупса çÿресе кĕлте çыхнă, яшсем вĕсене лаша кÿлсе ридванпа капансем тунă çĕре турттарнă. Хиртен ансан вĕсем хăпăл-хапăл апат çинĕ те, тараса патĕнче улăм купи çине шыв сапса, кĕлте çыхмалли пăявсем хатĕрленĕ. Йĕтемре иртен пуçласа мĕн сĕм тĕттĕм пуличчен нимĕçрен илсе килнĕ, отработкăпа ĕçлекен мотор молотилкăн валне çавăрнă. Йывăрлăха чăтаймасăр хулана тухса тарасран асăрханса çамрăксене паспорт та паман.

1958 çулхи пĕр çуллахи кун урама хĕрлĕ тĕслĕ, резина урапаллă МТЗ-5 «Беларусь» трактор пырса çитрĕ. Ун пеккине эпир сăн ÿкерчĕкре те курман – ун хыççăн урам вĕçĕнчен ферма патне çитичченех антăхса чупрăмăр. Часах гусеницăллă трактора сĕтĕрекен комбайнпа жатка илсе килчĕç. Колхозниксен ĕçĕ çулсерен çăмăлланса пычĕ, вĕсем çителĕклĕ пурăнма та тытăнчĕç. Манăн асаттен кĕлетĕнчи пÿлмесем мачча таранччен тырăпа тулса ларнăччĕ.

1961 çулта Герман Титов космоса вĕçсен Сталин поселокĕ Елчĕкри Титов урамĕ пулса тăчĕ.

1965 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çуртсенче электричество çути çуталчĕ. Мĕн çуралнăранпа краççын лампипе усă курнă çынсемшĕн çакă калама çук пысăк савăнăç пулса тăчĕ.

1970-мĕш çулсем пуçланиччен урам питĕ илемлĕ пулнă. Ун варрипе тÿрĕ те ансăр çул тăсăлса выртнă, икĕ енĕпе чечексемпе хутăш çăра курăк ÿснĕ. Хур-кăвакала ирпе шыва хăваласа кайнă, черетпе сыхланă. Урама никам та таса мар шыв, çÿп-çап тухса тăкман.

Сельхозхимин Лысогорски пĕрлешĕвне уçсан унăн хăватлă Т-150 тракторĕсем фермăран тислĕк турттарнă чухне урама урлă та пирлĕ çăрчĕç. Пĕр метртан кая мар путăксене лачака тулчĕ. Унта пĕчĕк ачасем путса вилес хăрушлăх сиксе тухрĕ. Çул урлă ларакан тараса патне хăмасем хумасăр каçма çукчĕ. Нумай вăхăт çапла нушаланса пурăннă хыççăн «Чăвашьенкрахмал» ООО ертÿçи Александр Кудряшов вак чул сарса çул туса пачĕ. Кунта пурăнакансем ăна çакăншăн паянхи кун та тав тăваççĕ. Çула тикĕсленĕ хыççăн урамăн икĕ енĕпе те çĕнĕрен çăра курăк ешерме тытăнчĕ.

1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче урамăн сылтăм енĕпе траншея чавса витĕр курăнакан полиэтилен трубисене хыврĕç, колонкăсем вырнаçтарчĕç. Ĕçне туса пĕтерсен шыв башни çукки пуçа пырса çапрĕ пулас. Кăштах вăхăт иртсен колонкăсене кăларса таçта илсе кайса çухатрĕç. Пăрăхĕсем вара паянхи кун та виçĕ метр тарăнăшĕнче выртаççĕ. Халь кунти 52 кил-çуртра 52 тараса чавнă.

Урампа больница хушшинчи вар та пит илемлĕччĕ. Ача чухне эпир унăн пĕр енĕпе çĕр çырли пуçтараттăмăр, тепĕр енче тĕрлĕрен эмел курăкĕ çитĕнетчĕ, вĕсене хатĕрлесе аптекăна леçеттĕмĕр. Иртен-çÿрекен пасартан ĕшенсе таврăннă чухне, варти курăк çине ларса, юхса выртакан çăл куçри шыва куркапа ăсса ĕçнĕ. Халь кунта йăмрасем алхасса кайнă. Йывăç хушшисем тĕрлĕ тасамарлăхпа тулнăран вĕсем витĕр шыв юхманпа пĕрех – икĕ енне шурлăх куçать.

2020 çулхи август уйăхĕнче поселока Аслă Елчĕкрен 7 килĕ куçса ларнăранпа 90 çул çитет. Пысăк уява тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илни питĕ вырăнлă пулмалла.

В.МАЙКОВ,
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code