Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спортсменсене асăнса

Спортсменсене асăнса

Елчĕкри «Улăп» ФОК канмалли кунсенче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене пуçтарнă. Спортсменсене асăнса ирттернĕ уçă турнирта Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Елчĕк районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи атлетсем вăй виçнĕ.

Вун пĕр виçе категорийĕнчен 6-шĕнче Патăрьелсем çĕнтернĕ. Елчĕксенчен пьедесталăн çỹлти картлашкине Денис Иванов, Виталий Порядков, Герман Кириллов йышăннă. Призлă вырăнсенче — Михаил Миллин, Кирилл Александров, Арсений Адюков, Антон Антонов, Мария Воронова (Елчĕк шкулĕ), Герман Илеменев, Олег Ефимов (Аслă Елчĕк), Татьяна Абдулкина (Лаш Таяпа).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code