Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патăрьелти

Патăрьелти

агропромышленность техникумĕн спорт залĕнче Чăваш Енĕн нумай хутчен чемпионне тата рекордсменне Федор Моисеева асăнса кире пуканçăсен республикăри турнирĕ иртнĕ.

100-е яхăн атлет хушшинче пирĕн ентешсем — София Соловьева, Дарья Петрова, Кирилл Сергеев (Елчĕк шкулĕ) тата тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Павлов (Кавал) хăйсен виçисенче мала тухнă. Александр Константинов (Тăрăм), Павел Филимонов, Наталия Мартынова, Елена Плотникова, Илья Московский (Елчĕк шкулĕ) призерсен йышне кĕнĕ.

Сăмах май: Патăрьелтех шывра ишессипе ачасем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура Çĕнĕ Пăвари Ярослав Купташкин палăрнă. 2016 çулта çуралнисен йышĕнче вăл ластпа тата хăмапа 25 метра ишсе пĕрремĕш пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code