Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пулас Яшинсем…»

«Пулас Яшинсем…»

1964 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче «Пионерская правда» хаçатăн пĕрремĕш страницинчех çакăн пек чĕнсе каланă: «Итлĕр, ачасем ! Пулас Яшинсемпе Воронинсем! Вăр-вар тапăнса вылякансемпе харсăр вратарьсем! Сирĕншĕн «Пионерская правда» хаçат «Сăран мечĕк» клуб уçать! Урамсенче футбол командисем йĕркелĕр! Хăвăра валли тренерсем шырăр! Футбол уйĕсем тăвăр! Тренировкăсем пуçлăр! «Сăран мечĕк» клуб призĕшĕн выляма хатĕрленĕр!». ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн призĕшĕн пыракан Пĕтĕм Союзри çамрăк футболистсен ăмăртăвĕ çакăн пек чĕнỹпе пуçланнă.

«Победа» колхоз чысне хỹтĕлекен шкул ачисем, 1969 çул.
Пĕрремĕш ретре, сулахайран сылтăмалла: 1. Алексей Козлов. 2. Анатолий Диомидов. 3. Лев Федоров. 4. Валерий Диомидов. 5. Валерий Иванов.
Иккĕмĕш ретре, сулахайран сылтăмалла: 1. Физкультура вĕрентекенĕ Михаил Феофанович Чермаков. 2. Валерий Дмитриев. 3. Николай Лисицын. 4. Аркадий Михайловский. 5. Артур Козлов. 6. Станислав Петров. 7. Василий Жестянкин. 8. Геннадий Осипов.

Статья пичетленнĕ хыççăн, пĕтĕм çĕршыври пекех, Чăваш çĕрĕнче те çамрăк футболистсен командисене йĕркелеме пуçланă. Малтанласа вĕсем урам, шкул чысне хỹтĕлесе малти вырăнсене тухма тăрăшнă. Мала тухнисем районсем, хуласем йĕркелекен ăмăртусене хутшăннă, çĕнтерỹçĕсем область, край, республика чысне хỹтĕленĕ. Çапла вара пĕрремĕш çулах «Сăран мечĕк» клуб призĕшĕн кĕрешме пĕр миллион ытла çамрăк футболист хутшăннă.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче те çак юхăма хутшăнас тĕллевпе 1965 çулта «Юность» футбол команди йĕркеленчĕ. Çак çултан пуçласа вĕсем «Сăран мечĕк» клуб парнишĕн кĕрешме тытăнчĕç, çулсерен районта малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Команда йĕркелесе яма пултаракан пуçаруçă Палладий Портнов пулчĕ.

«Юность» футбол команди (1968 çул) Энтепери шкул командипе вылянă хыççăн ỹкерĕннĕ. Пĕрремĕш ретре (сулахайран сылтăмалла): Валерий Иванов, Валерий Диомидов, Алексей Козлов, Николай Елисеев, Лев Федоров, Станислав Петров.
Иккĕмĕш ретре, сулахайран сылтăмалла: уйрăм тăрать: Анатолий Иголкин, Палладий Портнов, Аркадий Михайловский, Артур Козлов, Валерий Дмитриев, Василий Жестянкин, Иван Спиридонов.

Команди пур, анчах та урамра вылянипе çеç мар, ятарлă футбол уйĕ кирлĕ. Мĕнле татса памалла çак ыйтăва? Пирĕн ялта кивĕ чиркỹ умĕнчи пушă вырăнта волейбол тата гимнастика площадкисем пурччĕ. Каярахпа вĕсене 1961 çулта туса лартнă шкул картишне куçарчĕç. Анчах та вĕсем калăпăшĕ пĕчĕккĕ пулнипе вăл вырăнсенче футбол выляма май пулман. Çакна шута илсе П.Портнов пуçарнипе 11-15 çулхи ачасем Валерий Дмитриев, Анатолипе Валерий Диомидовсем, Василий Жестянкин, Валерий Иванов, Алексей Козлов, Артур Козлов, Николай Лисицын, Аркадий Михайловский, Станислав Петров, Лев Федоров тата ыттисем ялăн çурçĕр- хĕвеланăç енче вырнаçнă 10 гектар йышăнакан аэродромра футбол уйĕ йĕркеленĕ. Çуркунне, самолетсем удобрени сапма килмен вăхăтра тата çулла ялти нумай-нумай ача-пăча кунта футболла выляма, ятарлă тренировкăсем ирттерме пуçтарăннă. Шкул ирттерекен пысăкрах спорт ăмăртăвĕсем те, калăпăр, çуллахи спорт сезонне уçнине е хупнине те çак аэродромрах ирттерме тăрăшатчĕç.

«Сăран мечĕк» кубокĕшĕн пыракан ăмăртусене хутшăнма тытăнсан «Юность» командăри çамрăк футболистсем тата ытларах спортпа интересленме пуçларĕç, вĕренỹре те малалла туртăнчĕç. Пурте тенĕ пекех ГТО нормисене пурнăçласа ылтăн тата кĕмĕл значоксем илме пултарчĕç.

1969 çулта Ленин орденлă «Победа» колхоз Аслă Пăла Тимеш ялĕнче икĕ хутлă административлă çурт тума тĕллев лартсан ял варринчи икĕ хуçалăха урăх вырăна куçарчĕç. Вĕсен вырăнĕнчи çур гектар çĕр çинче стадион йĕркелерĕç. Кунта футбол уйĕсĕр пуçне кĕске дистанцине чупмалли, çỹллĕшне, тăршшĕне сикмелли тата йĕтре тĕртмелли вырăнсем те уйăрчĕç. Тинех ĕнтĕ ачасем валли ял варринче хăтлă стадион йĕркеленчĕ, физкультура урокĕсене, шкулта иртекен тĕрлĕ спорт мероприятисене те кунтах ирттерме май пулчĕ. «Юность» командăра ỹссе аталаннă ачасем аслă классенче вĕреннĕ чухне тĕрлĕ шайра иртекен футбол вăййисенче «Победа» колхоз чысне те ăнăçлăн хỹтĕлерĕç.

Владимир ПЛОТНИКОВ.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code