Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

«Хĕрỹ лини»

Çитес ытларикун, декабрĕн 5-мĕшĕнче, республика прокуратури Чăваш Республикин тĕп федераллă инспекторĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пỹлĕмĕнче коррупцие хирĕç тăрассипе çыхăннă ыйтусене йышăнас тĕллевпе «хĕрỹ лини» йĕркелеççĕ.

(88352) 39-36-81 номерлĕ «хĕрỹ лини» телефонĕ 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Граждансем коррупцие хирĕç кĕрешмелли законодательствăпа çыхăннă ыйтусене пама, çавăн пекех влаç органĕсен е харпăр хăй организацисен коррупци сĕмĕллĕ преступленисем пирки пĕлтерме пултараççĕ.

Ыйтусене Чăваш Республикин прокуратурин пай начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Д.А.Васильев йышăнать.

Енчен те тĕрлĕ сăлтава пула «хĕрỹ лини» телефонĕпе калаçма май килмесен шăнкăравсене Чăваш Республикин прокуратуринче 17 сехетрен пуçласа 19 сехетчен (88352) 39-20-19 номерлĕ телефонпа йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code