Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Юратнă ĕç

Чир-чĕр кĕтмен çĕртен килсе ерет. Пирĕнпе те çаплах килсе тухрĕ. Сасартăк манăн ỹт температури ỹссе кайрĕ. Лиза мăшăрăм та сывах марччĕ. Вăл васкавлă пулăшăва шăнкăравларĕ. Шурă халатлисем нумай кĕттермерĕç, питĕ хăвăрт килсе çитрĕç. Васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекен Татьяна Мышкина çийĕнчех кирлĕ пулăшу пачĕ. Мăшăрăн сывлăхне тĕрĕслесе уколсем турĕ.

Татьяна Валерьевна 1977 çулта Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтерсе Патăрьелĕнчи васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Маттур та пултаруллă хĕре Кушкă ял каччи Алексей Мышкин куç хывнă. 2001 çулта çамрăксем пĕр çемье çавăрнă.

Тăрăшуллă мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса икĕ хутлă кирпĕч çурт туса лартнă. Чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтăсем хăпартнă. Алексей груз турттаракан пысăк автомашинăпа инçе рейссене çỹрет. Çемьере икĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнеççĕ.

«Ялти ятлă çынна ял савать», — теççĕ халăхра. Татьяна Валерьевна пуян ĕç опычĕпе, вашаватлăхĕпе чирлĕ çынсене вăхăтлă пулăшу панипе ял хушшинче хисепе тивĕçнĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă фельдшерицăна ырă чун-чĕришĕн, çепĕç чĕлхишĕн те хисеплеççĕ. Эпир ăна хамăр çемьерен çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.

П.МЫШКИН.

Сăн ỹкерчĕкре: Т.Мышкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code