Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ĕç пĕлтерĕшлĕ

Кашни ĕç пĕлтерĕшлĕ

Çулталăк вĕçлениччен шутлă кунсем анчах тăрса юлнине асра тытса район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.В.Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура та, унтан маларах — ирхине 6 сехет çурăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов муниципаллă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура та чи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Тĕллевĕ вара пĕрре — палăртнă ĕçсене вĕçне çитерессипе пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — финанс пайĕн ертỹçи Галина Анисимова уйрăм çынсем декабрĕн 1-мĕшĕччен тỹлеме ĕлкĕрмелле пулнă тĕрлĕ шайри налуксем пирки чарăнса тăчĕ. Ноябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче пурăнакансем çĕр налукне 76 процент, транспорт, пурлăх налукĕсене 65, 66 процент тỹленĕ. Уйрăммăн тишкерес пулсан, Аслă Елчĕк, Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче çĕр налукĕпе 80 процент ытла татăлнă, ыттисем пирки çакна калаймăн. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче транспорт налукне 86 процент тỹленĕ, пурлăх налукĕн тỹлевĕ вара 49 процентпа анчах танлашать. Пухăннă çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех вырăнти бюджета кĕнине, апла пулсан, çакă хамăршăнах — яла аталантарма кайнине шута илмелле. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ пурлăх налукне (81 процент) пухассипе пуринчен те аванрах ĕçлени паллă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ те, юлашки çулсенче уйрăмах, мĕнпур ĕçре пуçарулăхпа палăрса тăнине хамăр куçсемпе курса ĕненетпĕр.

Ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ шайри налуксене пухассипе, пай çĕрĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе, нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерессипе, çурт-йĕр хута ярассипе, халăх пуçарăвĕпе тăвакан ĕçсем епле пурнăçланни çинчен Курнавăш тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — Юрий Смирновпа Валерий Петров, Елчĕк тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем — Ольга Левая тата Ольга Тихонова чарăнса тăчĕç.

…Леонард Левый иртнĕ эрнере пулса иртнĕ çак ырă хыпара та савăнса пĕлтерчĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшỹллĕн Раççейри чи лайăххисен шутне кĕнĕ республикăри 16 шкула (çак шута пирĕн районти Елчĕкри тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем кĕнине эпир пĕлетпĕр) пĕрер миллион тенкĕ хушма укçа уйăрса пани мĕн тери пысăк чыс, хисеп! Çĕнĕ çул умĕн, пушшех, çакă шкулсен коллективĕсемшĕн пысăк парне пекех пулчĕ. Республика ертỹлĕхĕ вĕрентекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклани педагогика коллективĕсене малашне тата тăрăшса ĕçлеме, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарни иккĕлентермест.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленсе район центрĕнчи предприятисемпе организацисен, суту-илỹ çурчĕсемпе офиссен умĕсене капăрлатас, лăс туратлă чăрăшсем вырнаçтарасси пирки чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕсенче те, паллах, çак ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе ямалла. Пуçаруллă çынсем вара çакăн пирки пуçлăхсем трибуна умне тухса каласса кĕтмеççĕ. Валерий Изратов уйрăм предпринимателĕн Елчĕкри «Водолей» лавкки тата автосервисĕ çывăхĕнче иртнĕ эрнерен тытăнсах Çĕнĕ çул çутисем тĕрлĕ тĕспе ялкăшма тытăннă та…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code