Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район хаçатне — «Юман» лавккаран

Район хаçатне — «Юман» лавккаран

Ырсамай тăрăхĕнче пурăнакансем «Елчĕк ен» хаçата Савиновсен «Юман» лавккинчен илсе тăраççĕ.

— Хаçата тỹррĕнех редакцие килсе 240 тенкĕпе çырăнни, ăна кайран хаçат кунĕсенче «Юман» лавккана илсе килсе пани пирĕншĕн, аслă ăрури çынсемшĕн, питех те меллĕ, — хыпарлать ĕç ветеранĕ Римма Теллина.

Елена Савиновăпа Елена Алексеева та тăван хаçатăмăр çывăх тус пулнине, унта нумай ыйтăвăн хуравне тупма май пуррине çирĕплетеççĕ.

— Хаçатăн хăйĕн чĕлхи, хăйĕн чунĕ, хăйĕн кăмăлĕ. Тăван район хыпарне туллин çутатать вăл, — кăмăллăн пĕлтерет Елена Алексеева.

Сăмах май, халĕ хаçата йỹнĕ хакпа çырăнтарас енĕпе вунăкунлăх (кăçалхи çулталăкăн юлашки тапхăрĕ вăл) пырать. Декабрĕн 10-мĕшĕччен «Елчĕк ен» хаçата йỹнĕрех хакпа çырăнма ĕлкĕр, вулаканăм.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Римма Теллина, Елена Савинова, Елена Алексеева хаçатăн черетлĕ номерĕпе паллашаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code