Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Раççей чăваш пики» — Йĕпреç районĕнчен

«Раççей чăваш пики» — Йĕпреç районĕнчен

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Шупашкарта çиччĕмĕш хут Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс иртнĕ.

Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 21 пике хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн район чысне Елчĕк шкулĕнче 11 класра вĕренекен Виктория Викторова хỹтĕленĕ. Чăваш хĕрĕсем пилĕк тĕрлĕ тупăшура хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Хĕрỹ тупăшура тỹресем балсене шутласан «Раççей чăваш пики» ята Йĕпреç районĕнчи Луиза Ильина çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code