Чăваш Енри пенси служби патшалăх софинансированийĕн программине хутшăннă граждансене 2017 çулшăн хăйсен ирĕкĕпе взнос тỹлемеллине аса илтерсе çырусем янă.
Пухăнса пыракан пенси валли çуллен 2 пинрен пуçласа 12 пин таран хушма взнос куçарсан патшалăх малтанхи тỹлеве хывнă хыççăнхи 10 çулта çав суммăна 2-шер хут пысăклатса пырать. 2009 çулта укçана пуçласа куçарнисен патшалăх пулăшăвне тивĕçмелли тапхăр 2019 çулта вĕçленет. Урăхла каласан, софинансировани витĕмне лекекен взноссене вĕсем 2017-2018 çулсенче куçарма пултараççĕ.
Тỹлеве кирек хăш банкра йышăнаççĕ, квитанцие РФ Пенси фончĕн «Электронлă çăмăллăхсем»/»Тỹлев документне йĕркелесси» (www.pfrp.ru/eservices/paydocs) пайра вырнаçтарнă. Взноса Перекет банкĕн банкомачĕсем тата тỹлев терминалĕсем урлă, асăннă кредит учрежденийĕн онлайн интернет-çăмăллăхĕпе усă курса куçарма май килет.
Программăна хутшăннипе пухăннă нухрата инвестици тупăшĕпе пĕрле ватлăхри страховани е маларах палăртнă пенсие илме тытăнсан тỹлеме пуçлаççĕ. Енчен те унăн уйăхри виçи пенси суммин 5 процентĕнчен иртмесен ăна пĕр харăс параççĕ, ытларах тăк — 10 е ытларах çула, е пенси илсе тăрас тапхăра пайланса уйăхсерен тивĕçтереççĕ.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çакна аса илтерет: малтанхи вăхăтра пенсионер пĕр хут тỹлеве çулленех ыйтма пултарнă пулсан — 2015 çултанпа — 5 çултан пĕр хут кăна. Урăхла каласан, пухăнса пынă нухрата 2015 çулта тивĕçнĕ çын хушма укçана 2020 çулта кăна илеет.
Пĕр харăс тỹлев тата пухăнса пыракан пенси виçисене тивĕçлĕ канăва тухнă е малтанхи корректировка хыççăн Пенси фондне куçарнă страховани взносĕсене шута илсе çуллен çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче тепĕр хут палăртаççĕ.
Патшалăхăн шутланман пенси фончĕсене ватлăх укçине йĕркелекенсен асăннă тỹлеве хăйсем суйласа илнĕ тытăмран ыйтмалла: вĕсен регионти офисĕсен адресĕсемпе телефонĕсене çав фондран е Вкладсене страхлакан агентство сайтĕнче тупма пулать. Республикăра ПШПФ представительстви пулмасан нотариуса çирĕплеттернĕ заявление унăн çывăхри регионти филиалне ярса памалла.
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ.