Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталаннă?

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталаннă?

Елчĕк муниципалитет округĕнчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 3 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Цифрăсене тишкерес пулсан, отчетлă тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 5261тонна (105 процент) сĕт туса илнĕ. Чи пысăк кăтарту — «Победа» ОООра — 9700 тонна. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕнче сĕт туса илесси 122,3 процент ỹснĕ. «Прогресс» АХОри, «Сатурн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче те кăтартусем çав вăхăтринчен пысăкрах. Апла пулин те «Труд» ЯХПК, «Яманчурино» ООО, «Рассвет» ЯХПК пирки çакна калаймăн, отчетлă тапхăрта вĕсенче малтанхин 85,1-92,1 проценчĕ чухлĕ анчах чĕр тавар туса илнĕ.

Пĕтĕмпе 453 тонна яхăн (иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 61,7 тонна каярах е 88 процент анчах) аш-какай туса илнĕ. Çакă уйрăмах «Победа» ООО, Ленин ячĕллĕ, «Труд» ЯХПКсен, «Прогресс» АХО, «Энтепе» ООО кăтартăвĕсенче палăрать. Отчетлă тапхăрта вĕсенче аш-какай туса илесси 10,7-1,7 процент чухлĕ чакнă.

Округĕпе илсен, мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ чакни те шухăша яма тивĕçлĕ. Иртнĕ çулхи отчетлă тапхăрти 10774 пуç вырăнне хальхи вăхăтра вĕсен хисепĕ 199 пуç (98,2 процент) чухлĕ чакнине мĕнпе сăлтавламалла? «Эмметево» ОООра, тĕслĕхрен, пĕтĕмĕшле ĕне выльăх хисепне — 60, «Труд» ЯХПКра — 35, «Победа» ОООра — 26, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 10 пуç таран ỹстерме май тупнă пулсан, «Комбайн» ЯХПКра — 105, «Яманчурино» ОООра — 71, «Прогресс» АХОра — 53, «Рассвет» ЯХПКра 24 пуç чакнă. Сăвăнакан ĕнесен хисепĕ — 3522 пуç, 2022 çулхипе танлаштарсан вĕсем 17 пуç таран чакнă. Отчетлă тапхăрта «Победа» ОООра сăвăнакан ĕнесен хисепне 25 пуç таран ỹстернĕ пулин те, «Яманчурино» ОООра пĕр харăс 67 ĕне чакни округри вăтам кăтарту çине витĕм кỹнĕ, паллах.

Сĕт туса илнинчен куллен, çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕ пырса кĕнине тĕпе хурса ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал сăвăнакан ĕнесен хисепне ỹстерме тĕллев илнĕ. Округĕпе илсен, кăçал сăвăнакан ĕнесен хисепне 59 пуç ỹстермелле. Çав шутран «Победа» ОООра — 20, «Прогресс» АХОра — 8, «Эмметево», «Энтепе» ОООсенче тата «Комбайн» ЯХПКра — 5-шер, «Сатурн», Ленин ячĕллĕ, «Труд», «Рассвет» ЯХПКсенче 4-шар сăвăнакан ĕне ытларах пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code