Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налука вăхăтлă тỹлемелле

Налука вăхăтлă тỹлемелле

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун уявне паллă турĕç. Округри чиркỹсенче Мăнкун кĕллисем тивĕçлĕ иртнĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăсни пулман.

Иртнĕ эрнере Елчĕк муниципалитет округĕнче вырăнти ял хуçалăх продукцине вырнаçтарас енĕпе çурхи ярмăрккă пуçланчĕ. Çавна май округри ЛПХ представителĕсем хăйсем туса илнĕ таса продукцине сутма, туянакансем тавара тивĕçлĕ хакпа илме пултараççĕ. Канашлу вăхăтĕнче çурхи ĕçсем мĕнле пынине те сỹтсе яврĕç. Ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3309 гектар лаптăкра (çакă планпа пăхнинчен — 18 процент), пĕр çул ỹсекен курăксене 887 гектар, техника культурисене 372 гектар акнă. Леонард Васильевич çурхи ака ĕçĕсем мĕнле пурнăçланнине тимлĕхре тытнă май хуçалăхсенче час-час пулса ĕçченсемпе тĕл пулсах тăрать.

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен территорисене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă объектсене палăртассипе сасăлав пырать. Кăçал «Ырсамай» кану паркне е Аслă Елчĕкри сквера тирпей-илем кĕртессишĕн сасăлама май пулĕ (21.gorodsreda.ru. платформа çинче).

Апрелĕн 10-мĕшĕнчен республикăра пушартан сыхланмалли уйрăм режим вăя кĕчĕ. Иртнĕ эрнере вара Чăваш Енре ĕç-пуç тăруках çивĕчленнĕ. Типĕ курăк тивсе кайнипе, ăна çунтарнипе çыхăннă 27 пушара шута илме те ĕлкĕрнĕ республикăра. Иртнĕ вырсарникун Çĕрпỹ округĕнче пулнă çакăн пек икĕ инкекре коллективлă садри пилĕк çуртпа хуралтă çунса кайнă. Округри пушар хурал ĕçченĕсем те иртнĕ эрнере пушар сỹнтерме 6 хут тухнине палăртрĕç.

Тепĕр пăшăрхантаракан ыйту çинче те чарăнса тăчĕç канашлура — ялсен çывăхĕнчи çырма-çатрасем юлашки вăхăтра каллех çỹп-çаппа тулса пыни халăха шухăшлаттарма тивĕç. Леонард Васильевич типĕ курăк çунтаракансене, тăван тавралăха варалакансене явап тыттарни çивĕчлĕхе сирме пулăшасса палăртрĕ.

Елчĕк округĕн администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина финанс пайĕн 2022 çулхи ĕç итогĕсем пирки каласа пачĕ. Округ иртнĕ çула ăнăçлă вĕçленĕ. 2022 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 576,5 млн тенкĕпе, расхутсен пайĕ 570,3 млн тенкĕпе танлашнă. 2022 çулта бюджетăн налук тата налук шутне кĕмен тупăшсен пайĕ 133,3 млн тенкĕ пулнă. Ку вăл, 2021 çулпа танлаштарсан, 14,3 процент пысăкрах. Çав вăхăтрах пурлăх, транспорт тата çĕр налукĕсем тивĕçлĕ шайра пуçтарăнманни пăшăрхантарать (1 млн та 825 пин тенкĕ кĕрсе çитеймен). Маларах парăмсем пирки халăх конвертпа çырусем илнĕ пулсан, халĕ хыпар хуçисем патне патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнчи уйрăм кабинечĕсене килет. Парăм пирки вăхăтра пĕлсе ăна вăхăтра тỹлени тĕрлĕ пăтăрмахран упрать. Кашни çыннах хăйĕн парăмĕ пуррипе е çуккипе кăсăкланса патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн харпăр кабинетне кĕрсе паллашмалла, килте çапла тума май çук пулсан çак ĕçе пурнăçлама Елчĕкри МФЦ специалисчĕсем те пулăшаççĕ. Леонард Левый ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май налуксене тỹлессипе ĕçе хăвăртлатмаллине, ку енĕпе специалистсен халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пурнăçламаллине палăртрĕ. Бюджета вăхăтлă тултарнинчен ĕçченсем ĕç укçи илесси те килет. Çавăнпа та налуксене мĕнле пуçтарнине тăтăшах контрольлесе тăмалла.

Округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн опекăпа попечительство органĕн тĕп специалист-эксперчĕ Нелли Ишмуратова ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă тата ăнăçсăр çемьесемпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки каласа кăтартрĕ. Опекăпа попечительство органĕнче паянхи кун ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă 38 ача шутра тăрать. Вĕсенчен 18-шĕ хăр тăлăх, ытти 20-шĕ социаллă тăлăхсем (ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех тăлăх). Çав вăхăтра округра 23 ăнăçсăр çемьене (вĕсенче 54 çул çитмен ача çитĕнет) регистрациленĕ. Тĕп специалист-эксперт тăлăхсемпе тата ăнăçсăр çемьесемпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Леонард Васильевич ку енĕпе ĕçе тата та вăйлатмаллине, вырăнсене тухса тăлăхсен, ăнăçсăр çемьесен пурнăçĕпе интересленсех тăмаллине палăртрĕ.

Канашлура ытти актуаллă ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code