Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пурнăç телейлĕ пултăр

Пурнăç телейлĕ пултăр

Наркотике пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса каякансем çулран-çул ỹссе пыни паллă. Апла пулсан та наркăмăшпа туслашма, хăйсен ĕмĕрĕсене кĕскетме тăрăшакансем пур. Минутлăх киленĕçшĕн çамрăксем хăйсен пурнăçне татаççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ, ашшĕ-амăшне хуйхăртаççĕ.

Инкекрен асăрханас тесе наркомани сиенĕ пирки час-час калаçусем ирттеретпĕр вĕренекенсемпе. Ачасене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма, пурнăç наркотиксăр, эрех-сăрасăр, пируссăр та илемлĕ те хаваслă пулни пирки ăнлантарма тĕрлĕ ырă тĕслĕхсене тĕпе хуратпăр. Çак наркăмăшсенчен пăрăнса тăма, вĕсене нихăçан та алла тытмалла маррине ăнлантарма кĕнекесем, видеороликсем пулăшаççĕ.

Çынна çĕр çинче пĕр хутчен кăна пурăнмалла тунă. Пурнăçа туллин те телейлĕн, сывă пурăнса ирттересчĕ.

В.ИВАНОВА,
вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code