Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мобилизациленисене — тимлĕх

Мобилизациленисене — тимлĕх

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе ирттернĕ тỹрĕ линири калаçура мобилизацие лекнисен çемйисене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Мобилизаци йĕркипе кайнисен кредит каникулĕ хăçанччен тăсăлĕ? Тивĕçлĕ канури çынсем хăйсем енчен мобилизациленнисен çемйисене мĕнпе пулăшма пултарĕç? Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене хăçан стипенди тỹлеме тытăнĕç?… — çак ыйтусем нумайăшне кăсăклантараççĕ халĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăра мобилизаци йĕркипе кайнисене, вĕсен çемйисене, контрактниксене, ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакансене пур енлĕн пулăшу кỹмелле. «Вĕсене пулăшас тĕллевпе республикăра тата муниципалитетсенче координаци центрĕсем туса хунă. Мобилизациленнисен çывăх çыннисен пур ыйтупа та унта каймалла. Вĕсене кĕске вăхăтра татса пама тивĕçлĕ», — тенĕ вăл.

Хальхи вăхăтра мобилизациленнисен 84 проценчĕ республика бюджетĕнчен пĕр хут паракан тỹлеве (50 пин тенкĕ) илнĕ, ыттисене те çывăх кунсенчех куçарса памалла. Çар операцийĕсенчен таврăннисем те чылай çăмăллăхпа усă кураççĕ.Мобилизациленнисен ачисене çавăн пекех 2000-шер тенкĕ стипенди тỹлеме пуçланă. Шкулта ачасене тỹлевсĕр апат çитереççĕ, садика çỹретнĕшĕн те тỹлеттермеççĕ. Мобилизациленнисем служба тапхăрĕ вĕçлениччен кредит каникулĕпе усă курма пултараççĕ. Ялта çурт тăвас кăмăллисем ял ипотекине илме пултарĕç, хваттер туяннă чухне те пирвайхи тỹлеве хывма субсиди пама пуçласшăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code