Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ

Шухăшсем

Шухăшсем, ман шухăшсем,
Çил çунат урхамахсем.
Пурнăçри çул çỹревре
Вĕсем шур кăвакарчăнсем.
Саншăн сăвăсем çыратăп,
Телее упрасчĕ тетĕп.
Шухăша кайса утатăп,
Уй-хирте пĕччен çỹретĕп,
Шав вĕçеççĕ шухăшсем
Тăван кил ытамĕнче.
Чунтан тухнă хайлавсем
Юлччăр халăх чунĕнче…

Çеçпĕл Мишшине

Эс ĕмĕр-ĕмĕр пирĕнпе
Поэзин вĕçсĕр тĕнчинче.
Пĕтĕм чăваш ĕмĕчĕпе
Çуталтăр нишлĕх умĕнче.
Чĕресене хĕлхем ярса
Малашлăха пытăн уçса.
Сан пилỹпе хĕпĕртесе
Пурăнатпăр халь пуç çĕклесе.
Тĕнчен пĕтĕм кĕтесĕнче
Этем сана туйса тăрать.
Хăюллă сăвă чунсенче
Çĕнĕ куна чĕнсе янрать.

Валерий ТЕЛЕЙ. Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code