Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — çăмăллăх кредичĕ

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — çăмăллăх кредичĕ

Иртнĕ кунсенче Шупашкарта Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕн заместителĕсем Екатерина Романьковăпа Денис Константинов, банкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Унта вĕсем хушма хуçалăх тытакансемпе хăй тĕллĕн ĕçлекенсене, ял бизнесне финанс тĕлĕшпе пулăшассине, патшалăх программине пурнăçа кĕртме Чăваш Енĕн власть органĕпе банк хутшăнăвĕсене лайăхлатас ыйтусене сỹтсе явнă.

Раççей ял хуçалăх банкĕ хушма хуçалăх тытакан тата хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене çăмăллăх кредичĕ парассипе Чăваш Ене пилотлă регион шутне кĕртнĕ. Вĕсем валли кредит условийĕсене илĕртỹллĕ тăвасшăн. Хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансем валли банк «Сам себе хозяин» сервис хатĕрлет. Вăл хушма хуçалăхсене, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене хуçалăх ĕç-хĕлне тытса пыма (регистрациленме, документсемпе справкăсем йĕркелеме, налук тỹлеме, хуçалăх ĕç-хĕлне çирĕплетме) пулăшмалла.

Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çĕршыври ытти регионпа танлаштарсан Чăваш Енре ялта пурăнакан, хушма хуçалăх тытакан нумай. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ те ỹссех пырать. Çакă ялта пурăнакансен бизнесне аталанма май парать. Яваплă çынсем округсене çитсе хăй тĕллĕн ĕçлекенсене кỹрекен патшалăх пулăшăвĕпе паллаштараççĕ. Тĕслĕхрен, техника туянса пулнă тăкакăн 40 процентне, ĕне илсен 70 пин тенкĕ тавăрма май пуррине ăнлантараççĕ. Ытти пулăшу та пур.

Хушма хуçалăха аталантарассипе тата ăна çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтерессипе республика Атăлçи тăрăхĕнче кăна мар, Раççейре те малтисен йышĕнче. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа Раççей ял хуçалăх банкĕ региона 11,2 миллиард тенкĕлĕх 54 пин кредит уйăрнă. Кредит илнисенчен нумайăшĕ каярахпа фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code