Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ярмăрккă ĕçе вырнаçма пулăшать

Ярмăрккă ĕçе вырнаçма пулăшать

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Раççей ĕçĕ. Çĕнĕ майсен вăхăчĕ» ярмăрккăн регионти тапхăрĕ ĕçленĕ.

Мероприятин тĕп тĕллевĕ ĕç тупма пулăшасси кăна мар, карьера ỹсĕмĕ тăвас енĕпе пулăшасси те шутланать. Тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче икĕ кун ĕçленĕ ярмăрккăра вакансисемпе пĕрлех ĕçлев службисем сĕнекен çĕнĕ майсемпе те паллаштарнă.

Республикăри 40 ытла промышленность предприятийĕ ярмăрккăра 4 пине яхăн ĕç вырăнĕ сĕннĕ. Агрегат заводне, тĕслĕхрен, 300 ытла специалист кирлĕ. Предприятире ĕçлекенсем ватăлса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен вăтам ỹсĕмĕ — 49 çул. Производствăна ытларах çамрăксене явăçтарасшăн. Кунта ытларах рабочисем, инженерсем кирлĕ. Иртнĕ çул заводра ĕçлекенĕн вăтам ĕç укçи 55 пин тенкĕ пулнă. Производство калăпăшĕ 20 процент ỹснĕ.

Професси хатĕрленĕвĕн центрĕн проект управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 23 колледжпа техникумра рабочи профессиллĕ специалистсене хатĕрлеççĕ. Апла пулин те республикăри предприятисем кадрсем çитменнипе аптăраççĕ. Çамрăксенчен нумайăшĕ тăван тăрăхра тĕпленсе ĕçлес вырăнне урăх региона тухса каять.

Ярмăрккăна çавăн пекех аслă шкулсемпе професси пĕлĕвĕ паракан заведенисен эксперчĕсем те хутшăннă. Вĕсем шкултан вĕренсе тухакансене, диплом илме хатĕрленекен студентсене, ашшĕ-амăшне тĕрлĕ отрасльти хальхи вăхăтра ĕç рынокĕ ыйтакан профессисем çинчен каласа кăтартнă. Ĕçлев центрĕн карьера консультанчĕсем кашни çыннăн пурнăç лару-тăрăвне шута илсе кирлĕ ĕç вырăнĕсем сĕннĕ, психологсем тĕрлĕ тренинг йĕркеленĕ.

Пĕтĕм Раççейри ĕçе вырнаçма пулăшакан ярмăрккăн иккĕмĕш тапхăрне çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче онлайн мелпе ирттерме палăртнă. Федераци тапхăрĕ валли «Раççей ĕçĕ» порталта уйрăм страница йĕркелеççĕ. Унта ĕç шыракансем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи предприяти-организаци сĕнекен ĕç вырăнĕсемпе паллашма, кăмăла тивĕçтерекеннине суйласа илме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code