Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илем чуна çĕклет

Илем чуна çĕклет

Умра — Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Вĕсене пиртен кашниех савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме хатĕрленет.

Елчĕкри предприятисемпе организацисем уява хатĕрленсе хăйсен территорийĕсене капăрлăх кỹме пуçларĕç те ĕнтĕ. Валерий Изратов уйрăм предприниматель, сăмахран, «Водолей» лавкки умне чăрăш вырнаçтарма тата юртан кỹлепесем туса хума ĕлкĕрнĕ те. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ аптека территорийĕ те иртен-çỹрене капăрлăхпа илĕртет. Çĕр пичĕ кăпăшка юрпа витĕннĕ май çак ырă тĕслĕхе ытти предприяти-организацисем те ĕçе кĕртсе пыраççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Нинăпа Валерий Изратовсем чăрăша капăрлатнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code