Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пурнăçран хакли çук

Пурнăçран хакли çук

Район администрацийĕнче тулашри сăлтавсен вилеслĕхне чакарас ыйтусене тишкерсе ведомствăсен хушшинчи канашлу пулса иртнĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ А.Кизилев, пай пуçлăхĕ В.Дубов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Уркова, районти ачасен прависен уполномоченнăйĕ Г.Уфукова, район прокурорĕн пулăшуçи К.Яндимиркина, Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи А.Иванов, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Э.Никонов, учрежденисемпе организацисен, райадминистрацин пайĕсен ертỹçисем хутшăннă.

А.Кизилев республикăра юн çаврăнăшĕн чирĕсене, усал шыçăна, туберкулеза пула вилекенсем, пĕчĕк ачасен вилеслĕхĕ чакнине, Чăваш Енре çыннăн пурăнас кун-çулĕ вăрăмланнине, çав вăхăтрах тулашри сăлтавсене пула вилекенсен йышĕ пысăккине палăртнă.

В.Дубов çитĕннĕ çынсене медицина пулăшăвĕ парасси, пирĕн районта ача çураласси ỹснине, çав вăхăтрах çынсен йышĕ чакни çинчен чарăнса тăнă.

Л.Левый Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăç шайне ỹстерес тата сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен» указне пурнăçласа районăн экономикăпа социаллă, экологи лару-тăрăвĕ çирĕп пулнине пĕлтернĕ, Сывлăх профилĕпе килĕшỹллĕн район халăхĕн сывлăхне упрассишĕн, ăна çирĕплетессишĕн ирттерекен курăмлă ĕçсемпе паллаштарнă.

Ял çыннисем ытларах алкоголе пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăран çак киревсĕр йăлана пĕтерессишĕн пурте пĕрле тăрăшмаллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code